03 сентября 2016 г.

2016-2017 çулхи вĕренÿ çулĕсенче районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕтĕмĕшле 2284 вĕренекен пĕлÿ пухать, вĕсенчен 223 ача пĕрремĕш класа кайрĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕршыври çĕр-çĕр шкул ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илчĕ. Çав шутра пирĕн районти 17 шкулта та уçă шăнкăрав сасси ачасене классене йыхăрчĕ. Уйрăмах çакă пĕрремĕш класа каякан шăпăрлансемшĕн чи кĕтнĕ кун. Ашшĕ-амăшĕ те пĕрремĕш хут шкул çулне çитнĕ хăйĕн пепкине вĕрентекен аллине парать, çакă, паллах, савăнăçлă та, çав вăхăтрах пăлхануллă самант. Класран класа куçса пыраканнисем каникул хушшинче пĕр-пĕриншĕн, вĕрентекенсемшĕн тунсăхласа çитнĕ ĕнтĕ.
Пĕлÿ кунĕ ячĕпе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чаплă лару-тăрура линейка иртнĕ. 2016-2017 çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, Шупашкарти «Дент-а-мед» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Ю.Зорин, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов, «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорăн заместителĕ А.Ананьев саламлама килнĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕ пĕлÿ патне туртăнни яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ тата хальхи вăхăтра уйрăмах та пĕлÿ пахалăхне ÿстерме пĕтĕм условисем çителĕклĕ пулнине палăртнă май ачасене пĕлÿ тĕнчине хăюллăнах кĕмешкĕн ыр сунчĕ. 2015-2016 вĕренÿ çулĕсенче шкулта уйрăмах палăрнă пултаруллă ачасем - Т.Беззубова, Д.Викторова, А.Николаев, Е.Эверскова тата И.Егоров район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрасси çинчен каларĕ Александр Иванович.
Юлашкинчен кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав пурне те пĕлÿ тĕнчине йыхравларĕ.
Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленнĕ: капмар та илемлĕ, икĕ хутлă шкул умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешереççĕ, хăйсен илемĕпе тыткăнлаççĕ, вĕренмелли классем те çутă та таса. Пĕлÿ кунĕнче кăвак тÿпери сар хĕвелĕ йăл-йăл кулса, ăшшăн пăхса ăсатать шкул сукмакне кăçал пĕрремĕш çул такăрлатакан 14 шăпăрлана. Пурĕ кунта 2016-2017 вĕренÿ çулĕсенче 147 ача пĕлÿ пухма тытăнĕ. Вĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлама райадминистрацин пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ Н.Павлов, Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн представителĕ К.Чуркин, çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов килнĕ.
Чăн малтанах Раççей тата Чăваш гимнĕсем янăрарĕç. Савăнăçлă линейкăна шкул директорĕ А.Яковлев уçрĕ. Александр Юрьевич ачасемпе вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, лайăх паллăсемпе кăна вĕренмешкĕн, çĕнĕ çитĕнÿсем тумашкăн чĕререн ăнăçу сунчĕ. Шкула çамрăк специалистсем ĕçлеме килнине пĕлтерчĕ. Унтан райадминистрацин пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ Н.Павлов район администрацийĕн пуçлăхĕн саламне илсе çитерчĕ. Энĕшпуç шкулĕн çирĕпленнĕ ырă йăли-йĕркисене асăнчĕ. 11 класа каякан, вĕренÿре уйрăмах палăрнă Л.Каюкова çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче райадминистраци пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрасси пирки каларĕ Николай Анатольевич. Вĕренÿпе спортра хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă А.Игнатьева, Е.Федоровăна, В.Иванова тата ытти вĕренекенсене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Çуллахи вăхăтра шкулта юсав ĕçĕсене тума укçа-тенкĕпе пулăшнă уйрăм çын предпринимательсене - Н.Трофимова, А.Моисеева тав сăмахĕ каларĕç.
Юлашкинчен пĕрремĕш шăнкăрав çинчен пĕрремĕш хут парттăсем хушшине ларакансем юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç. 11 класра вĕренекенсем вĕсене букварьсем пачĕç. Унтан пĕрремĕш шăнкăрав пурне те уçă та çутă классене йыхăрчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.