03 сентября 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Правительстви çĕршыври пенсионерсене 5 пин тенкĕ пама йышăннă. Мĕншĕн 5 пин тенкĕ? Ăна хăçан илме май килĕ? Çак укçана пур пенсионера та параççĕ-и? Çакнашкал ыйту - вун-вун. Августăн 23-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Д.Медведев черетлĕ ларура пĕлтернĕ хыпар халăха юлашки вăхăтра вĕçĕмсĕр калаçтарать. Патшалăхăн çĕнĕ пулăшу меслечĕпе çыхăннă ыйтусене РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева уçăмлатрĕ.
Статистика органĕсен кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - 2015 çулта çĕршывра инфляци 12,9 процентпа танлашнă. Пенсисене пĕрремĕш çур çулта 4 процент индексациленĕ.
Иккĕмĕш çур çулта палăртнă индексацие пĕр хутчен паракан тÿлевпе улăштарма йышăннă. «Çак укçана мĕнпур пенсионер 2017 çулхи январь уйăхĕнчи пенсипе пĕрле илĕ. Нимĕнле чăрмавсăр, кăлтăксăр», - терĕ Р.Кондратьева.
Роза Алексеевна çавăн пекех социаллă пулăшăвăн паха енĕсене те палăртнă:
- Тÿлеве Раççей гражданинĕ шутланакан тата çĕршыв территорийĕнче яланах пурăнакан пенсионерсем илеççĕ. Чăваш Республикинче пĕр хутчен паракан тÿлеве 366 пин çын тивĕçет. Пĕтĕмпе çак тĕллевпе 1,8 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Индексаци тунă пулсан социаллă пенсисем тата ĕçлекенсен пенсийĕсем ÿсместчĕç.
Иккĕмĕшĕнчен, пĕтĕмĕшле тÿлев виçи пенсисен, иккĕмĕш индексаци хыççăнхи хушăм виçипе танлашать. 11,6 пин тенкĕрен пĕчĕкрех пенси илекенсемшĕн тÿлеве пĕр хутчен пани тупăшлăрах та. Мĕншĕн тесен индексаци хыççăнхи кашни уйăхри тÿлев 1 пин тенкĕрен пĕчĕкрех пулать. Виççĕмĕшĕнчен, тÿлеве пенсионер пĕр харăс илет. Çакăн пĕлтерĕшĕ те çук мар.
Роза Кондратьева каланă тăрăх - индексаци хыççăнхи хушăм вăтамран 1 пин тенкĕпе танлашать. Август, сентябрь, октябрь, ноябрь, декабрь уйăхĕсенчи хушăм виçи вăтамран 5 пин тенкĕ пулассине палăртса çак тÿлеве çирĕплетнĕ. Укçана çитес çулхи январь пенсийĕпе кăна пани тивĕçлĕ документсем хатĕрлессипе çыхăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.