АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательлĕхе хÿтĕлесси - тĕп тĕллев

03 сентября 2016 г.

Предпринимательлĕхе хÿтĕлесси - тĕп тĕллев

Раççей Федерацийĕн патшалăх политики вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕллев лартнă. Асăннă сферăна регионсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн Атăлçи прокуратури хăй ĕçĕнче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе регионсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн Атăлçи прокуратурин пĕрремĕш заместителĕ Е.Макушенко каласа пачĕ. 

- Елена Александровна, чи малтанах ăнлантарсамăр, тархасшăн, епле майпа çутçанталăк сыхлавĕн ĕçĕ-хĕлĕ бизнес хÿтĕлевĕпе çыхăннă?
- Атăлçи территори тăрăхĕнче юридици сăпатĕнчи тата уйрăм çын предпринимательсене пурĕ 1 миллион ытла регистраци тунă, Чăваш Республикинче вара - 53 пин ытла. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕнче çутçанталăк ресурсĕсемпе усă курать, кунпа пĕрлех çакă тавралăха та витĕм кÿрет. Çавăнпа та предпринимательлĕх ĕçĕ-хĕлĕнчи субъектсем пурте тенĕ пекех прокуратура надзорĕ витĕмне лекеççĕ. Эпĕ çапла шутлатăп: Раççейри кашни регион пирĕн пысăк çĕршывра хăйнеевĕр кĕтес пулса тăрать, ăна вара пирĕн пулас ăру валли упраса хăварас пулать. Чăваш Республикинче çутçанталăк ресурсĕсене предпринимательлĕх аталанăвĕшĕн тата регион ÿсĕмĕшĕн тĕллевлĕн усă курассине тивĕçтермелле. Пирĕн задача саккуна пăснисене тупса палăртассипе тата предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе пĕрлех экономикăна аталантарма май паракан бизнеса çул парасси те пулса тăрать.
- Предпринимательлĕх ĕçĕ-хĕлĕнче мĕнлерех право йĕркине пăснă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ? 
- Кунашкал пăснă тĕслĕхсем бизнеспа влаç органĕсен пур тĕрлĕ сферинче те тĕл пулаççĕ. Предпринимательлĕхе административлă витĕм кÿрекен саккунпа пĕр килмен право акчĕсене йышăннин факчĕсене пĕрре кăна мар тупса палăртнă. Кăçал кăна-ха çакăн йышши актсене 300 ытла тупса палăртса «тăрă шыв» çине кăларнă, Чăваш Республикин территорийĕнче - 63. Кунта ирĕк паракан документацисене алла панă чухнехи пăтрашуллă самант тата ытти те кĕреççĕ. Контроль органĕсем енчен саккунпа килĕшсе тăман тĕрĕслевсене ирттерни халĕ те татса паман çивĕч ыйтусен шутне кĕрет. Çак çулта предпринимательсен правине хÿтĕлессипе саккуна пăснă 1 пин те 500 яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă, çав шутран Чăваш Енре - 240. 
- Федераллă саккун прокуратура органĕсене тĕрĕслев ирттермеллин çулталăк планĕсене йĕркелемеллипе тата малтан плана кĕртмен тĕрĕслевсене ирттермеллипе полномочисем парать. Асăннă полномочисене практикăра пурнăçлани тăкаксене саплаштарать-и?
- Пĕр сăмахсăр. 2016 çулта тĕрĕслев ирттерес енĕпе пĕтĕмĕшле плана йĕркеленĕ май контроль органĕсем 11 пин ытла тĕрĕслев мероприятийĕсене ирттерме сĕннĕ. Прокуратура вĕсенчен кашни тăваттăмĕш сĕнĕвне пăрахăçланă. Хальхи вăхăтра Атăлçи тăрăхĕнчи прокуратура çитес çул валли плана хатĕрлесе çитерессипе тимлет. Кунта та плана кĕртмен тĕрĕслевĕн кашни иккĕмĕш сĕнĕвне йышăнман. Çавăнпа та бизнес çине ÿкекен административлă витĕм вăйĕ те самаях чакнă. Сăмахран, кăçал контроль органĕсем енчен пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 62 процент чухлĕ сахалрах тĕрĕслевсем ирттернĕ. Бизнесăн пур тĕрĕслевĕ саккунпа килĕшÿллĕн пулса пынине те куçран вĕçертмест прокуратура. Нумаях пулмасть регионсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн Атăлçи прокуратури йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ĕç тăвакан влаçăн федераци органĕн территори подразделенийĕн патшалăх инспекторĕн административлă явап тытма тивнĕ.
- Хăйсен интересĕсене предпринимательсем епле шайра хÿтĕлеççĕ? 
- Предпринимательсем хальлĕхе пирĕн пата хăйсен прависене хÿтĕлессипе питех килмеççĕ. Апла пулсан та кăçал унашкал ыйтусемпе килнисен шучĕ 3 хут ÿснĕ. Кашни иккĕмĕшĕ вĕсенчен фактсемпе çирĕпленнĕ, çакă прокурор енчен мерăсем йышăннипе çыхăннă. Предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе йĕркеленĕ Атăлçи тăрăхĕнчи прокуратура тачă çыхăну тытакан уполномоченнăйсен институчĕ бизнеса хушма пулăшу парать. Предпринимательсене йышăнмашкăн муниципалитет пĕрлĕхĕсене тухса çÿреççĕ. Право пĕлÿлĕхне ÿстерес тĕлĕшпе Атăлçи тăрăхĕнчи прокуратура «Ответственность за нарушения природоохранного законодательства» брошюра, предпринимательлĕх сферинче коррупцие хирĕç кĕрешессипе тата контроль органĕсем тĕрĕслевсем ирттерессипе астумалăх çырнисем ?памятка/ кăларнă тата ытти те. Регионсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн Атăлçи прокуратурин сайтĕнче тата ытти информаци ресурсĕсем çинче тăтăшах законодательство ăнлантарăвĕсем пичетленеççĕ. 
- Прокурор ĕçĕ-хĕлĕнче бизнеспа çыхăнса ĕçлемеллин тата мĕнле енĕсемпе усă кураççĕ? 
- Регионсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн Атăлçи прокуратури çумĕнче вак тата вăтам бизнеса хÿтĕлессипе обществăлла канашĕ, предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ведомствăсем хушшинчи ĕçлĕ ушкăн вăй хураççĕ. Вĕсен йышне обществăлла организацисен тата предпринимательсен пĕрлĕхĕсен представителĕсем кĕреççĕ. Акă, вĕсем: промышленноçпа суту-илĕвĕн палати, «Ĕçлĕ Раççей», «Раççей тĕрекĕ», предпринимательсемпе промышленниксен Канашĕ. Вĕсен ларăвĕсенче пĕтĕмлетнĕ информацисемпе прокурорсем тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне усă кураççĕ. 
- Предпринимательсем прокуратурăна хăйсен ыйтăвĕпе епле майпа килме пултараççĕ?
- Вĕсем ыйтăвĕсене почта урлă е тÿрремĕнех прокуратурăна килсе пама пултараççĕ. Регионсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн Атăлçи прокуратурин сайтĕнче vmpp2014@mail.ru интернет-приемнăй ĕçлет. Кашни предпринимателе прокурор йышăнма пултарать е йĕркене пăссан 8-910-937-34-93 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ. Кирек епле ыйтăва та тимлĕх уйăраççĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА хатeрленe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика