03 сентября 2016 г.
Августăн 27-мĕшĕнче Раççей Кино кунĕ пулчĕ. Кăçал Кино çулталăкĕ пулнă май пĕрремĕш хут «Кино каçĕ» акци старт илнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çак ятпа районти кашни ял тăрăхĕнчех çынсем пĕрле пухăнса тĕрлĕ илемлĕ фильмсем пăхса киленчĕç.
Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн культура учрежденийĕсенче те çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти пысăк активлăхпа иртрĕ. Пысăк Енккассинче акцие хутшăнса кăнтăр кунĕнчех уçă сывлăшра ачасем ноутбук экранĕнчен Л.Кассилĕн «Вратарь» илемлĕ фильмне курса савăнчĕç. Çавăн пекех ачасем Культура çуртĕнчи тавра пĕлÿ кĕтесĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчи кинофотоаппаратурипе, «Эпĕ çăлтăрпа туслашрăм» фотокуравпа паллашрĕç. Акă, пĕр сăн ÿкерчĕкĕ çинче ялти «Еник» ушкăн юрăçисем Н.Гавриловпа Н.Григорьев Раççей тава тивĕçлĕ, Грузи, Чăваш халăх артисчĕпе С.Садальский киноçăлтăрпа сăнарланнă.
Каçхине Культура çуртĕнче çамрăксем валли илемлĕ фильмсенчи кĕвĕсенчен йĕркеленĕ ташă каçĕ иртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.Гаврилов. Пысaк Енккасси ялe.