03 сентября 2016 г.

Лавкка çын пурнăçĕнче пысăк вырăнта. Кĕсьере укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулсан, унта халĕ темĕн те пур. Çакна Кавал ялĕнчи райпо лавккипе ĕнентерме пулать.
Райпо лавккине кĕрсен куçа тÿрех тĕрлĕ апат-çимĕçпе, кил-çуртра усă курмалли савăт-сапасемпе туп- тулли тулнă сентресем лекеççĕ. Кунта ялан тутлă та çемçе хура, шурă çăкăрпа булка изделийĕсем. Вĕсене Вăрмарти çăкăр завочĕ илсе килсе тивĕçтерет. Сĕтрен хатĕрлесе тунă турăх, тăпăрчă, уйран, хăйма тата ыттине те ытларах Етĕрне районĕнчен илсе килеççĕ. Çавăн пекех унтан - сысна аш-какайне, тĕрлĕ йышши кăлпассисене, катлетсене те. Пылак юратакан çынсем, ача-пăча валли райпо лавккинче «АККОНД» АО туса кăларакан мĕн тĕрлĕ кăна тутлă канфечĕ çук пулĕ! Уйăхне икĕ хутчен «АККОНД» пылак апат-çимĕç фабрикине заявка парсах тăраççĕ. Унсăр пуçне Кавалти райпо лавкки эрнере пĕрре Пăвакасси, Çиçтĕпе, Чăршçырма ялĕсенче пурăнакан халăха куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерет. Уйрăм саккаспа та илсе каяççĕ, вăхăчĕпе çĕр улми те турттараççĕ. Лавккара ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 7 сехетчен икĕ çын ĕçлет. Кавалтах пурăнакан В.Павлова /ÿкерчĕк çинче/ тавар сутать. Вăл кунта икĕ çул ытларах вăй хурать. Питĕ кăмăллă та ырă хĕрарăм. Тавар туянакансемпе ялан çепĕç калаçать, хăшне илсен лайăхрах пулать тесе сĕнÿ те парать. Ялтах ĕç пурришĕн питĕ хĕпĕртет. Т.Бормисова лавкка заведующийĕ пулса нумай çул ĕçлет. Компьютер умĕнче те хăйĕх ларать, кирлĕ документсемпе ĕçлет, саккасем парать. Пултаруллă çын пĕтĕм çĕрте пултаруллах çав. В.Павловăпа Т.Бормисова ĕç планне кашнинчех тултарса пыма тăрăшаççĕ. Акă, июль уйăхĕнче 800000 тенкĕлĕх тунă, плана тултарнă темелле. Кавал лавкки малтанхи çулсенче сĕт пуçтарнă пулсан, халĕ вара пуçтармасть, мĕншĕн тесен ку тăрăхра ĕнесем сахалланнă. Райпо лавккинче çĕнĕлĕхсем те турĕç. Хуçалăх таварĕсем валли уйрăм пÿлĕм аркки туса лартрĕç. 2014 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче автоматизацилерĕç. Ку сутаканăн ĕçне кăштах çăмăллатать.
Ял лавккинче тавар илекенсем ялан нумай пулччăр, суту-илÿ татах та аталанса пытăр. Акă, вырăнти халăха меллĕ пултăр тесе çак лавккапа юнашарах çĕнĕ ветеринари аптеки пур. Шалта пĕр енче çынсем валли эмел пуххи, тепĕр енче - выльăх-чĕрлĕх валли. Калас пулать, сезон вăхăтĕнче эмел курăкĕсене пухассипе шкулсемпе килĕшÿ тунă. Çак ĕçе çуллен вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Кунта Т.Таратина маркировщица пулса икĕ çул тăрăшать. Вăл Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Халĕ Кавалта пурăнать, хăйĕн ĕçне питĕ килĕштерет. Кавал аптекине кунта пурăнакан çынсем кăна мар, юнашар Тутар Республикинчен те килеççĕ. Вĕсем ытларах выльăх-чĕрлĕх валли эмелсем илеççĕ. Ялта ветеринари аптеки пурри - халăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Д.ИВАНОВА, ЧПУ студенчe.