АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине аса илни - малашлăхшăн çул уçĕ

03 сентября 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 64 номерте/.

Кунта пĕрремĕш киномеханик Любовь Андреевна пулнă. 1980 çулсенче киносетьре методист пулса вăй хурать хастар хĕрарăм. Çапла вара вăл ку ĕçре мĕн пенсие кайичченех 33 çул тăрăшать. Унăн ĕç кĕнекинче кинотытăмĕнче ĕçленисĕр пуçне урăх нимĕн те çырни çук. Ĕçре уйрăмах палăрнăшăн ăна «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» панă медаль, СССР кинематографи отличникĕ, коммунизмла ĕç ударникĕ, СССРти /вăл вăхăтра/ кино енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитетĕнчен панă икĕ Хисеп грамоти пур, ĕç ветеранĕ вăл. Хальхи вăхăтра мăшăрĕпе Вăрмар поселокĕнче пурăнаççĕ. Иккĕшĕ вĕсем 5 ачана кун çути парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
1960-1967 çулсенче Пысăк Енккасси, Шутнерпуç, Вăрманкас ялĕсенче Шутнерпуç çынни Василий Иванович Иванов кино кăтартнă. 1967 çултан вара вăл 10 çул хушши районти киносетьре технорук пулса тăрăшать. 1980 çулсенче унăн ачисем - Сергейпе Лева А.Иванов водитель-киномеханикпа автокинопередвижка çинче ĕçленĕ.
«Эпĕ мĕн ачаран кино курма юратнă. Пирĕн яла, Кĕтеснере, эрнере 1-2 хутчен килекен передвижкăна питĕ хаваспа кĕтеттĕмĕр. Укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех пулнă пирки анне кинона кайма укçа памастчĕ. Вăл вăхăтра ялта электричество пулман. Кинопроектор динамо-машинăран электричество илсе тăнă. Ăна вара алăпа çавăрмалла пулнă. Эпир вара, ачасем, ăна черетпе çавăраттăмăр та пире укçасăр кино кăтартатчĕç. Паянхи пекех астăватăп ун чухне экран çинче кино сассăр пулнă, мĕн калаçнине экран çине çырса панă», - тесе каласа парать 30 çул ытла кино кăтартнă, халĕ 82 çула çитнĕ Кĕтеснер çынни Г.Иванов. Киномеханик ĕçне вăл Саратовран вĕренсе килсен, 1962 çулта, тытăннă. Малтанхи çулсенче кинолентăсене Вăрмартан лашапа турттарнă. Лайăх ĕçленĕшĕн темиçе хутчен те Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи, Ĕç ветеранĕ, «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медале те тивĕçнĕ. Ĕçĕнче ăна ывăлĕ Саша пулăшса пынă. 
Лайăх ĕçлесе пынă тепĕр киномеханика та асăнса хăварас килет. Вăл Петр Григорьевич Григорьев _ 1964 çулта ĕçлеме тытăннă вăл. Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕскер, кунтах кино кăтартас ĕçре тăрăшнă. Эрнере 1-2 кун çулла - велосипедпа, хĕлле çуна туртса юнашар Патти ялне кино кăтартма çÿренĕ. Вăл юратнă ĕçне салтака кайсан та малалла тăснă - икĕ çул кино кăтартнă. Унтан таврăнсан хăйĕн ĕçне малалла тăснă. Наставникĕ - Кивĕ Вăрмар çынни, аслă киномеханик Герман Иванов пулнă. 1994 çулччен пĕр улшăнмасăр вăй хунă вăл. Унăн ĕçне Совет Правительстви пысăка хурса хакланă. 1981 çулта ăна «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль парса чысланă. Унăн сăнÿкерчĕкĕ Чăваш кинофикацин Хисеп хăми çинче пулнă. Вăл «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Тепĕр киномеханикĕ, Леонид Горбунов, 1970-80 çулсенче Аслă Чакра ĕçленĕ. Вăл сарăмсăр вилнĕ хыççăн унăн ĕçне малалла хĕрĕ Татьяна тăснă.
Шăхаль ялĕнче Григорий Хветти хăйĕн мăшăрĕпе Юльăпа тăрăшса ĕçленĕ. Арапуç ялĕнче Валерий Ефимов, Энĕшпуçĕнче Владимир Иванов вăй хунă. 
Кивĕ Вăрмар ялĕнче 30 çул ытла хăйĕн мăшăрĕпе, Маргаритăпа, Петр Моисеевич Моисеев каçсерен халăха кино кăтартса савăнтарнă. Унăн та Хисеп грамотисем чылай, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ вăл.
Тĕрлĕ çулсенче киносеть коллективне 3-4-шар çул çак çынсем ертсе пыни архиври документсенчен паллă: 1949 çултан пуçласа А.Матвеев, М.Монастырский, Леонидов, А.Иванов, П.Егоров, Н.Николаев. 1976 çултан пуçласа 1999 çулччен 23 çул хушши пĕр улшăнмасăр Юрий Григорьевич Николаев ертсе пынă. Вăл кино ĕçне 1968 çулта Мăнçырма ялĕнчи Культура çуртĕнче ученик-киномеханикран тытăннă. Çур çултан вара хăй тĕллĕн киномеханикра ĕçлеме пуçлать. Вăл вăхăтра киномеханиксем хушшинче яланах ăмăртусем пулнă, Юрий Григорьевич вара пĕрмаях малтисен ретне тухнă. Ĕçри кăтартăвĕсем те пысăк пулнă унăн. Çапла вара пултарулăхне кура ăна директор пулма лартаççĕ. 
/Вĕçĕ пулать/.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.ЛАРИОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика