03 сентября 2016 г.
.jpg)
Суйласа илнĕ ĕçе юратса пурнăçласан вăл хăй те каялла лайăххипе таврăнать. Çавăнпа та кашни уйрăм çыннăн хăй килĕштерекен ĕç. Ÿркенмесен хуть те мĕнле ĕçе те алла илме пулать.
Çакна Çитмĕш ялĕнчи райпо лавккинче ĕçлекен сутуçă Светлана Аркадьевна Максимова /ÿкерчĕк çинче/ хăй ĕçне юратнипе, ăна чунтан парăнса пурнăçланипе кăтартса пачĕ. Унăн ĕçне районти райпо системинче вăй хуракансем те лайăххипе кăна хаклаççĕ. «Ĕçлеме тытăнни нумаях та иртмен-ха, çак хушăра вăл хăйне ырă енчен кăна кăтартрĕ. Уйăхсерен палăртакан плана та вăл яланах ирттерсе пурнăçлать. Халăха куллен кирлĕ таварсене вăхăтра кÿрсе килет. Саккас мелĕпе те аван ĕçлесе пырать. Ялта пурăнакан çын кил-çурт хăпартас тет-и е мĕн те пулин урăххи - тÿрех ялти лавккана пырса мĕн кирлине çыртарать. Светлана Аркадьевна вара унăн ыйтăвне туллин тивĕçтерет. Ялти халăхран сĕт пухассине те аван йĕркелесе янă вăл. Вырăнта туса илнĕ таварсемпе халăха тивĕçтермеллине лайăх ăнланать»,- теççĕ С.Максимова сутуçă пирки райпо системинчи яваплă çынсем.
Чăнах та, райпо системи лавккасенче ытларах Чăваш Енре туса илекен продуктсене халăха сутать. Акă, тĕслĕхрен, хамăр районти çăкăр пĕçерекен заводăн продукчĕсене яланах сентресем çинче курма пулать. Çăкăрпа булка изделийĕсене районта пурăнакансем юратсах туянаççĕ. Аш-какайран хатĕрленĕ çурма фабрикатсем, тăварланă пулă, пылак шыв сентресем çинче нумаях тытăнса тăмаççĕ. Обществăлла апатлану предприятийĕнче пĕçерсе хатĕрленĕ кукăль-пÿремеч те, вĕтĕ кукăльсем тата ытти те сутаççĕ. Унсăр пуçне юнашар районсенче туса хатĕрлекен тĕрлĕрен продуктсене те илсе килсе сутаççĕ. Вĕсем те пирĕн районтан хăйсене кирлĕ таварĕсене турттарса каяççĕ. Çапла пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ Чăвашпотребсоюзне кĕрекен районсенчи райпо системисем. Акă, тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк районĕсенчи пахча-çимĕç питомникĕнче çитĕнекен улма-çырларан, хăяр-помидортан хатĕрленĕ консервланă çимĕçсене яланах лавккасенче туянма пулать. Етĕрне районĕнчи аш-какай комбинатĕнче хатĕрленĕ продуктсене те пирĕн район çыннисем килĕштереççĕ. Куславкка районĕнчи «Волга-21» тулли мар яваплă обществăран тĕтĕмлетнĕ пулă тата ытти тĕрлĕ пулăсене те илсе килсе сутаççĕ. Çак таварсене вара пурне те Çитмĕш лавккинче те туянма пулать. Сутуçи потребительсемпе яланах тарават. Ял халăхĕ те Светлана Аркадьевнăпа кăмăллă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.