31 августа 2016 г.

Олимп чемпионĕ В.Соколов 70 çул тултарнă ятпа.
Пинерти шкул хыççăн Валериан Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи Мамалютка поселокĕнчи ялхуçалăх механизацийĕн училищинче вĕреннĕ. Çакăнта пуçласа тăхăннă та ĕнтĕ вăл боксер перчеткине. Пĕрле тренировкăна çÿрекенсене тĕлĕнтернĕ: имшерскере пĕри те çĕнтерме пултарайман.
Шупашкара таврăнсан В.Соколов хулари 1312-мĕш автоколоннăна диспетчера вырнаçнă. «Динамо» спорт обществине бокс енĕпе тренировкăна çÿреме тытăнать. Анчах малтан ăна кунти Н.Лукин тренер çапла хуравлать: «Пире çирĕпрех каччăсем кирлĕ. Ирсерен зарядка туса вăй-хална çирĕплетмелле малтан».
«Эсир мана тĕрĕслесе пăхмарăр вĕт», - сăмах хушнă яш. «Мĕнле хăюллă», - шухăшланă тренер.
«Юрĕ, ÿкĕте кĕртрĕн», - тенĕ вăл Валериана хулпуççинчен çапса.
Тренировкăра вăл тренер мĕн каланисене йăлтах пурнăçлама тăрăшнă. Пĕрремĕш тытăçурах вăл тренера тĕлĕнтернĕ: сулахай алăпа çапсан хăйпе кĕрешекен спортсмен курăка çавапа çулса пăрахнă пекех персе аннă. «Ăçтан çавăн чухлĕ вăй пур унăн;» - аптранă Н.Лукин. Тепĕр кĕрешÿре те В.Соколов ăста боксера çĕнтернĕ.
Республикăра мала тухассишĕн Çĕмĕрлере иртнĕ çамрăк боксерсен ăмăртăвĕнче Валериан финала тухса Чăваш Енри чи пултаруллă спортсмена парăнтарса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Республикăн пĕрлештернĕ команди çамрăксен хушшинче мала тухассишĕн Оренбургра иртнĕ чемпионатра çĕнтерсе финала тухнă чăваш каччи чемпион ятне çĕнсе илнĕ.
Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра ăмăртусене те хатĕрленнĕ. Çапла, «Динамо» спорт обществин чемпионĕ Пĕтĕм Союзри турнир финалĕнче Рига боксерĕпе Зильберманпа тупăшса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Ăна «Чи лайăх боксер» ят панă. Ку 1965 çулта пулнă.
1968 çулхи октябрь уйăхĕ. Инçетри Мексикăра Олимпиада пынă. Вăрмар районĕнче пурăнакансем Америка континентĕнчен паракан передачăсене тимлесе пăхнă. В.Соколов епле кĕрешни пурне те хумхантарнă. Финалта чăваш боксерĕ Уганда пăхаттирне çĕнтерсе Олимп чемпионĕ пулса тăнă. «Паян пĕтĕм Чăваш Ен савăнать. Санăн çĕнтерÿ пире çунатлантарчĕ, вăй-хăват хушрĕ», - тенĕ çĕнтерÿпе таврăннăскере кĕтсе илнĕскерсем.
Каярахпа В.Соколов хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. СССР Хĕç-пăшаллă Вăйсенче тренерта вăй хурать. Пĕр вăхăт Мадагаскар çĕршывĕнче Хĕç-пăшаллă Вăйсене вăй-хал енчен хатĕрлес енĕпе советникра тăрăшать. Вăл - саппасри полковник, педагогика наукисен кандидачĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.