АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес текенсем валли çул уçă

20 августа 2016 г.

Ĕçлес текенсем валли çул уçă

Ĕçчен Вăрмар район халăхĕ пур çĕре те ĕлкĕрет. Акă Пинер тата Пысăк Енккасси ялĕсенчи çынсем ĕççи вăхăтĕнче Куславкка районне «В.Н.Семенов» хресчен ?фермер/ хуçалăхне ĕçлеме çÿреççĕ. Кунта яланах хĕрÿ вăхăт.

Василий Николаевич июлĕн 4-мĕшĕнче 1964 çулта Куславкка районĕн Катеркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере вĕсем улттăн пулнă. Ашшĕ - Семенов Николай Семенович Куславкка районĕнченех. Амăшĕ _ Васильева Любовь Васильевна Вăрмар районĕнчи Ямпай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсем ялти колхозра вăй хунă. Килте выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, пахча çимĕç нумай лартнă. 
Василий Николаевич 7 класс таранччен Кунерти шкулта вĕреннĕ, 8-10 классене Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ физикăпа математика интернат-шкулĕнче вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче экономиста вĕренет. 
Мăшăрĕпе, Анна Семеновнăпа, Куславккара практика вăхăтĕнче паллашнă. Хĕр Элĕк районĕнчен пулнă. Вăл шăл тухтăрне вĕреннĕ, халĕ çак профессипех ĕçлет. 1989 çулта вĕсем пĕрлешеççĕ, икĕ ывăл çитĕнтереççĕ - Ваня тата Лазарь. 
Василий Николаевич юлташ каччипе ялта ĕç шыраççĕ. Çав вăхăтра Вăрмар районĕнче Шăплат ялĕнчи фермерсем пĕр шăвармасăрах купăста ÿстернине илтеççĕ. Вĕсене питĕ интереслĕ пулнă: «Мĕнле ÿсет-ха купăста пĕр шăвармасăрах;». Фермерсенчен купăстана мĕнлерех çитĕнтермеллине вĕрентме ыйтаççĕ. 
1999 çулта пĕрремĕш хут 2,5 га çинче купăста лартаççĕ Семеновсем. Çав çул тухăçĕ питĕ аван пулнă. Ун хыççăн çĕр улми, хăяр, помидор лартаççĕ, вăхăт иртсен - çĕр çырли, арбуз, дыня. Паянхи кун вĕсем ир пулакан купăста сутаççĕ, каярах пулаканнисене тăварлаççĕ, уйра хăяр татаççĕ. Çавăн пекех «ЭнежЪ» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тĕрлĕ çимĕçсен, çĕр çырлисен калчисене ÿстереççĕ. Хăяра, помидора, ыхрана, пан улмие тăварлаççĕ. Хĕлле вара хуçалăхра ĕçлекенсем тĕрлĕ-тĕрлĕ салатсем хатĕрлесе сутаççĕ. Часах çĕр улми кăлармалли вăхăт çитет. Пулса çитнĕ тухăçа çĕнĕ техникăпа усă курса пухса илеççĕ. Çитĕнтернĕ продукцин пысăк пайне Тутарстан Республикине ăсатаççĕ.
Хресчен-фермер хуçалăхĕнче пирĕн ентеш те вăй хурать. Сăмахăм Карăкçырмара çуралса ÿснĕ Зоя Геннадьевна Павлова /Миролюбова/ пирки пырать, вăл аслă агроном пулса ĕçлет. Зоя Геннадьевна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ». Кунта ĕçлеме килес текенсене яланах хапăл тăваççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ИЛЬИНА, ЧПУ студенчe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика