20 августа 2016 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарса пынă май Роспотребнадзор шкул ачисем валли кун йĕркине йĕркелеме сĕнÿ парать. 2016-2017 вĕренÿ çулĕсенче 48,9 пин шкул ĕçлеме пуçлать, вĕсенче 14,6 миллион ача вĕренĕ. 2016 çулхи августăн 7-мĕшĕ тĕлне пĕррĕмĕш класа 1,8 миллион ача вĕренме заявлени панă. Иртнĕ вĕрĕнÿ çулĕпе танлаштарсан, пĕррĕмĕш класа каякан ачасен шучĕ 150 пин чухлĕ ÿснĕ.
Кун йĕркине пăхăнни шкул ачин пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах çакă пĕрремĕш класа каякан ачасене пырса тивет, мĕншĕн тесен кун йĕрки ачана çĕнĕ пурнăçа хăнăхма, вĕренÿпе канмалли вăхăта тĕрĕс çыхăнтарма пулăшать. Енчен те эсир ача питĕ ывăннине, вĕренÿре начар ĕлкĕрсе пынине сăнарăр пулсан, кун йĕркине тĕрĕс йĕркелеме тăрăшăр. Ачан сывлăхĕ мĕн чухлĕ çывăрнинчен, мĕнле апатланнинчен нумай килет.
Ыйхă çителĕклĕ пулмасан юна ятарлă гормонсем пыма пăрахаççĕ. Ку ачана ÿсме, аталанма чăрмантарать. Шкул ачисен экзаменсем, тĕрĕслев ĕçĕсем вăхăтĕнче çывăрассине ÿстермелле. 2-2,5 сехет çывăрса тăранман ачасен урокра вĕренеслĕх шайĕ 30 процент чакать. Пĕр вăхăтра çывăрма выртма тăрăшмалла, каçхине 7 сехет хыççăн ачана ĕçпе тиемелле мар, выляма, телевизор курма тăрăшмалла мар, ачасене усăллă хăнăхтарусем тутармалла, каçхи душ, уçăлса çÿрени, кĕнеке вулани тата ытти те. Ача кравачĕ тÿрĕ пулмалла, çÿллĕ мар минтерпе çывăрмалла. Çывăрма выртас умĕн пÿлĕме лайăх уçăлтармалла. Шкул ачисен каçхине çывăрмалли нормисем: 1-4 классенче - 10-10,5 сехет çывăрмалла, 5-7 классенче - 9,5-10 сехет, 6-9 классенче - 9-9,5 сехет, 10-11 классенче - 8-9 сехет. Пĕрремĕш класа каякансен кăнтăрла икĕ сехет çывăрса илсен лайăхрах.
Ĕç сĕтелĕ. Ачан ĕç сĕтелне тĕрĕс йĕркелĕр. Çакăнтан ача вĕренÿре ĕлкĕрсе пыни килет. Сĕтеле лартнă вырăна сулахай енчен çутă лекмелле. Лампăн çути куçа çимелле мар. Пукан хыçĕ çÿллĕ мар пулмалла. Çакăн пек условисенче ĕçлесен ача сахалрах ывăнĕ. Унсăр пуçне, тĕрĕс суйланă сĕтел-пукан кĕлеткене пăсассинчен сыхлать.
Шкул ранецĕ. Ачасем валли тĕрĕс суйласа илнĕ ранец уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тĕп критерисем: сарлака, вăрăмăшне улăштарма май паракан ремень, хыçалти пайĕ хытă пулмалла. Портфельсем çинче çутатакан паллăсем пулмалла. Ранец йывăрăшĕ кĕçĕн класс ачисен 700 грамран иртмелле мар, аслă класс ачисен - 1000 грамран.
Кашни кун йăтмалии кĕнекесемпе тетрадьсен йывăрăшĕ 1-2 класс ачисен - 1,5 кг иртмелле мар, 3-4 класс ачисен - 2 кг, 5-6 - 2,5 кг, 7-8 - 3,5 кг, 9-11 - 4 кг. Кĕлеткене пăсас мар тесен кĕçĕн класс ачисен икĕ комплект кĕнеке пулмалла, пĕри - урокра усă курмалли, тепри - килти ĕçсене тумалли.
Апатлану. Апатланассине те тĕрĕс йĕркелемелле, апат çинĕ вăхăт хушшинчи интервала пăхăнмалла. Ачасен 3,5-4 сехетрен апатлансах тăмалла. Шкул ачисен кунне 4-5 хутчен апатланмалла. Апат-çимĕçре усăллă, кирлĕ белок, жир, углевод, витаминсем пулмалла. Васкамасăр, лăпкă лару-тăрура çимелле. Уçă сывлăшра уçăлса çÿресси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла, уткаласа çÿремелле, чупмалла. Кĕçĕн çулти ачасен 3-3,5 сехет, аслă ачасен - 2,5 сехет уçăлса çÿремелле. Тĕрĕс йĕркеленĕ кун ачан кăмăлне, сывлăхне ÿстерет, вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыма пулăшать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.Гермонова, Роспотребнадзорaн Чaваш Енри Управленийeн Ceрпy районeнчи территори уйрaмeн начальникe.