АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр хуралĕнче

20 августа 2016 г.

Çул-йĕр хуралĕнче

Халĕ çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларнипе çынна тĕлĕнтерейместĕн ĕнтĕ. Çавăнпа та хăйне сума сăвакан авторсем пичет кăларăмĕсене вĕсене вулама йышăнакансене шута илсе палăртнă тиражпа кăна кăлараççĕ.  Изданин сăн-пичĕ юлашки вырăнта пулмалла марри те паллă.

Пĕтĕмпех çакна шута хурса РФ ШĔМĕн ЧР çул-йĕр хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн ?ГИБДД/ ĕçне хакласа çак тытăма пирĕн тăрăхра йĕркеленĕренпе 80 çул çитнĕ май, «Çул-йĕр хуралĕнче» /«На страже дорог»/ кĕнеке кăларнă. Çак фолиантлă кĕнеке çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн саламлă сăмахĕсенчен пуçланать. Унта вăл патшалăх автоинспекци службинче халĕ вăй хуракансене тата аслă ăрусене тивĕçе çÿллĕ шайра пурнăçласа пынăшăн тав тăвать. Çак кĕнеке район пурнăçĕпе çыхăнман пулсан, тен, ун çинчен республика шайĕнче калаçсах ирттерсе яма пулатчĕ пуль. Çак кăларăмра асăннă ентешсене вара сиктерсе хăварас килмест.
Çул-йĕр ыйтăвĕ Раççейре ĕлĕк те, паян кун та чи йывăррисенчен пĕри. Патшалăх автоинспекцийĕ йĕркеленнĕ вăхăтра, ăна СССР Шалти Ĕçсен Комиссариачĕн Приказĕпе 1936 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче çирĕплетнĕ, республикипе те шоссейлă çулсем 30 çухрăмран мала пулман, чул сарнисем те 200 çухрăма çитмен. Асăннă тапхăр тĕлне республикипе 477 автомашина, ытларахăшĕ груз турттаракансем шутланнă.
Çулĕ те вăрăм мар пек, автомашина та сахал, анчах ĕçĕ самаях пулнă: республикăри автомобиль инспекцийĕ 4 çынран - аслă автоинспектортан, автоинспектортан, автотехникран тата статистикран тăнă. Пĕрремĕш автоинспектор П.Сычев пулнă. Палăртма кăмăллă - çак тапхăрта ГАИ начальникĕ пулма 1908 çулта Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Серафим Тихонович Мижерова уйăрса лартнă. Вăл Воронежри инженерипе çул-йĕр, геодези институчĕн икĕ курсне пĕтернĕ. СССРăн Шалти Ĕçсен Халăх Комиссариатĕнче 1936 çултанпа ĕçлеме пуçланă. ГАИ начальникĕнче вăл 1941 çулхи апрельччен ĕçленĕ. Çулсем иртнĕ май, автомашинăсен шучĕ ÿссе пынă, çул-йĕр хăрушсăрлăх тытăмĕнче ĕçлекенсен йышĕ те нумайланнă. Акă, сăмахран, 2005 çулта кунта 848 çын тăрăшнă. Çак тытăмра тăракан пирĕн ентешсем пулнă, пур та. Нумай çул хушши контрольпе профилактика ушкăнне Тикашра çуралса ÿснĕ В.Жирнов подполковник, халĕ вăл тивĕçлĕ канура, ертсе пычĕ. Ун пирки кунта ĕçлекенсем паян кун та чи ырă сăмахсемпе кăна асăнаççĕ. Штаб начальникĕ пулса Кавалта кун çути курнă А.Ашмарин подполковник тăрăшать. Таратин, Урмарин хушаматсем те кунта ĕçлекенсем пирĕн ентешсем пулни çинчен калаççĕ. Акă 2013 çулхи августра пурнăçран Кивĕ Вăрмар çамрăкĕ А.Урмарин уйрăлса кайрĕ. «Çул-йĕр хăрушлăхне пирĕн тăрăхра ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем А.Кондратьев пай начальникĕ ертсе пынипе пурнăçлаççĕ. Тулли содержаниллĕ хÿхĕм кĕнеке патшалăх автоинспекцийĕн кун-çулĕпе тата çак тытăмра ĕçленĕ, халĕ ĕçлекен çынсен кун-çулĕпе паллаштарать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика