20 августа 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61, 63, 64, 65-мĕш номерсенче/.
Иван Иванович ИВАНОВ Вăрмар районĕнчи Чулкас ялĕнче 1940 çулта çуралнă. Хăйĕн ĕç биографине тăван колхозран пуçланă.
1963 çулхи март уйăхĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корректорта ĕçлеме тытăнать. Тепĕр çултан фотокорреспондентра вăй хума пуçлать. 1967 çулта урăх ĕçе куçать. 1970 çулхи ноябрь уйăхĕнче редакцие парти пайĕн литература сотрудникне вырнаçать. 1973 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа 1999 çулхи март уйăхĕччен фотокорреспондентра тăрăшать.
1980 çулта СССР Журналистсен союзĕн членне кĕрет.
«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче пурĕ 33 çул ĕçленĕ. Çак тапхăрта районти кашни хуçалăхра, предприятисемпе организацисенче, шкулсенче миçе хут пулса тĕрлĕрен сăн ÿкерчĕксем туман-ши вăл; Район хаçатне производствăра малта пыракансен сăн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетме тăрăшнă, курнă çитменлĕхсене те хаçат урлă сăнласа панă.
Мускавра тата Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналсенче ĕçри паттăрсене сăнласа паракан ÿкерчĕксене сахал мар пичетленĕ, вăл çырнă тĕрленчĕксемпе очерксем кун çути курнă.
Нумай вăхăт фотокорреспондентра ĕçленĕ май, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн ăна нумай Хисеп грамотисемпе наградăланă, хаклă парнесем панă. «Ĕç ветеранĕ» медаль парса чыс тунă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та пултаруллă И.Иванов пĕрре те ахаль лармасть. «Ĕçлес текен валли ĕçĕ тупăнсах тăрать» тенешкел вĕлле хурчĕсем усрать, тĕрлĕ пахчаçимĕç туса илет.
А.ХОВАНСКИЙ,
Раççей Журналисчĕсен
союзĕн членĕ.
И.АНТОНОВА, пай редакторĕ: «Район хаçатĕнче нумай вăхăт хушши фотокорреспондентра вăй хунă И.Иванов. Çак тапхăрта районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче, кашни хуçалăхра, шкулсенче пулса тĕрлĕрен сăн ÿкерчĕксем тунă, хаçатра пичетленĕ. Вăл вăхăтра фотоаппаратсем те хальхи пек пулман ĕнтĕ. Çавна май сăн ÿкерчĕкĕсене кирлĕ шая хатĕрлесе çитерме те чылай вăхăт кирлĕ пулнă. Апла пулсан та вĕсем лайăх пахалăхĕпе уйрăлса тăнă, тăраççĕ те. Çакна эпир хамăр хаçат редакцийĕнче пирĕншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăракан вăл ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксенчен йĕркеленĕ стенд тăрăх çирĕплетме пултаратпăр. Акă, пĕр-пĕр хуçалăха фоторепортаж тума тухса каймалла-и тата ытти те - ку е вăл тематикăпа çыхăннă асăннă стендри сăн ÿкерчĕксене тимлĕн тишкеретпĕр, пĕтĕмлетÿ тăватпăр. Унăн ĕçри пуян опычĕпе хамăр кулленхи ĕçре усă куратпăр».
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"