20 августа 2016 г.

Иртнĕ эрнере пирĕн районта Чăваш Наци радиовĕн кунĕ иртрĕ. Радиожурналистсем районти тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Пирĕн район çыннисем çинчен хатĕрленĕ радиокăларăмсене Вăрмарсем çак кунсенче итлейреççĕ те. В.Егоров радиожурналист, район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев чи малтанах «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пулса унăн пуçлăхĕпе Геннадий Николаевичпа тата кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç.
Владимир Егоров радиожурналист чи малтанах йĕтемре тырă алакан хĕрарăмсене сывлăх сунса калаçу пуçарса ячĕ, çапла майпа вăл вĕсене диктофон умĕнче калаçма хатĕрлерĕ пулмалла. Унтан диктофонне ярса тырă алакан агрегата ĕçлеттерсе янă шавран «Ялтан-яла» радиокăларăм валли çыртарма пуçларĕ. Йĕтем çинчи хĕрарăмсем В.Егоровпа хаваспах калаçрĕç, хăйсемпе паллаштарса кунта ĕçлеме килĕшни çинчен пĕлтерчĕç. Акă Кĕлкеш ялĕнчи Галина Максимова, Çитмĕшри Надежда Григорьева, Александра Кузьмина, Оксана Александрова кашни кунах ирхине 8 сехет валли ĕçе çÿреççĕ. 10 çул ĕçлеççĕ вĕсем кунта. Çемйипех ĕçлекенсем те пур ку хуçалăхра. Акă Надежда Григорьеван мăшăрĕ Валерий комбайн çинче, вĕсен ывăлĕ Юрий вырса илнĕ хыççăн анана тракторпа сухаласа пырать. Нумайĕшĕн ачисем каникул вăхăтĕнче çĕр улми пуçтарса хăйсене тумланмалăх ĕçлесе илейреççĕ Геннадий Николаевич патĕнче. Йĕтем çинче ĕçлекенсене сехетне 80-шар тенкĕ тивĕçет, икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Ял çыннисем Г.Ямукова ĕçпе тивĕçтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. Çапла хĕрарăмсем хушшинче пынă калаçу вăхăтĕнче хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков хăй те вĕçтерсе çитрĕ. Радиожурналистпа фермер хушшинче интереслĕ калаçу йĕркеленчĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсем сахалланса пыни, çамрăксем ялта юлманни шухăшлаттарать Геннадий Николаевича. Çамрăксем тÿрех пысăк укçа ĕçлесе илессишĕн хулана тухса кайни пăшăрхантарать. «Ялта ĕç çук тени килĕшÿсĕр. Ĕçлес текен валли яланах ĕç пур», - тет вăл. Г.Ямуков кăçалхи тĕш-тырă тухăçĕпе кăмăллă, вăл та хăйĕн патĕнче ĕçлекенсене тав тăвать. Радиожурналистпа калаçса пĕтернĕ хыççăн кăларăм эфира хăçан тухассипе кăсăкланчĕ те вăл пурне те тав туса малалла хăйĕн ĕçĕсемпе васкарĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев та «Ялтан-яла» кăларăм валли калаçрĕ. «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ районта чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри, çулран-çул аталанса пырать, çĕр лаптăкĕсене ÿстерсе пырать. Район шайĕпе илес пулсан çак хуçалăхра тухăç самай пысăкрах. Малашне те ăнăçу пултăр Геннадий Николаевича», - терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. В.Егоров радиокорреспондент йĕтем çинчи хĕрарăмсене ăнăçу сунса хăйĕн кăларăмĕнче вĕсене юрă саламĕпе савăнтарма шантарчĕ.
Ĕçлĕ çул-çÿрев малалла Кивĕ Мăнтăрти «А.Н. Ильина» хресчен ?фермер/ хуçалăхне пулчĕ. Иртнĕ çул Ильинсем «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ пулнă. Çак укçа-тенкĕпе ĕне усрамалли ферма хăпартнă. Эпир пынă вăхăтра витере шăпах реконструкци ĕçĕсем пыратчĕç. Николай Иосифович хăй трактор патĕнче тăрмашать. Мăшăрĕ Валентина Петровна ĕçлекенсем валли кăнтăрлахи апат хатĕрлетчĕ. Хуçалăхра ăратлă вăкăрсен шутне кăçал 30 пуç таранччен çитересшĕн. Хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче утă хатĕрлес ĕç пырать. Н.Ильинпа В.Егоров пĕр-пĕринпе пĕтĕмĕшле ялхуçалăх аталанăвĕ, килте туса илнĕ аш-какая вырнаçтармалли майсем пирки калаçрĕç. Николай Иосифовича кулленхи ĕçсене туса пыма ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем пулăшаççĕ.
Кивĕ Мăнтăртан çул малалла Кавал ялнелле пулчĕ. Кунта хирĕç килекен пĕрремĕш тĕл пулаканранах: «Сад-пахчаçă ăстисем Кудряшовсем патнелле ăçтан каймалла-ши», - тесе ыйтсассăн тÿрех тĕрĕс çул кăтартрĕ вăл. Рена Васильевнăпа Петр Анатольевич Кудряшовсем килтехчĕ. Йытă вĕрнĕ сасăпа вĕсем иккĕшĕ те ĕçĕсене пăрахса харăсах çитнĕ хăнасене кĕтсе илчĕç. Петр Анатольевич тÿрех хăйĕн сад пахчийĕпе паллаштарма пуçларĕ. Шăп та лăп чылай çимĕç пулса çитнĕ вăхăтра кунта курмалли, тутанса пăхмалли темĕн те пур. Çитĕнсе çитнĕ пылак груша йывăççин тураттийĕ йывăра чăтайманнипе хуçăлсах аннă. Садра шултра йышши слива, алыча, облепиха тата ытти те çитĕнет. Чи нумаййи вара кунта иçĕм çырли /виноград/. 50 сорт ытла иçĕм çырли çитĕнтереççĕ Кудряшовсем. «Надежный» ятлă сорт аван пулать, ăна пăхма çăмăлрах», - тет П.Кудряшов. Тĕрлĕ селекционерсемпе çыхăну тытсах тăрать П.Кудряшов, çĕнĕрен çĕнĕ сортсемпе ĕçлет. Акă килĕпе юнашарах тепĕр çĕр вырăнĕ илнĕ вăл. Кунта абрикос, груша, черника, алыча, улмуççи хунавĕсем пĕр пахча çитĕнеççĕ. Персик хунавĕ те вăй илсе кайнă, хальлĕхе çимĕçĕ çук-ха. Çимĕçне кура ĕçĕ те туллиех паллах, ку çемьере. 3 хĕрĕпе ывăлĕ /Марина, Надежда, Валентина, Дима/ пулăшсах тăраççĕ ашшĕ-амăшне хуçалăхра. Ытти пахча-çимĕçне те пăхса ÿстермелле, çум курăкран вăхăтра тасатса тăмалла. Кил хуçи кăнтăрти культурăсене кăмăллани сисĕнет, юратса чунтан пăхсассăн çимĕç пулатех унăн шухăшĕпеле. «Мĕн хавхалантарса пырать-ха Сире, Петр Анатольевич кулленхи пурнăçра?» - ыйтрĕ радиожурналист сад-пахча ăстинчен. «Сад-пахча ĕçĕ вăл чуншăн, çимĕçсем пулса çитсессĕн савăнтараççĕ. Малалла ĕçлесе пурăнма хавхалантарса пыраканни вара - юрату. Çывăх çынсене, ачасемпе мăнуксене, çутçанталăка, сад-пахчана юратни. Ачасене килсе çÿреме кăмăллă пултăр», - каласа парать Петр Анатольевич. «Ĕмĕт пур-и сирĕн», - пулчĕ тепĕр ыйту сад-пахчаçă валли. «Ĕмĕтре - кăнтăрти ытти культурăсене лартса ÿстересси. Чи пысăк ĕмĕт вара - хамăн ĕçе вĕрентсе хăварасси», - терĕ кил хуçи. Пур ĕçе те тума пултарать вăл. Платник ĕçне те ăста. Акă çĕнĕ мунча ухтарса лартнă, шалти ĕçсемпе тăрмашать. Çавăн пекех Наци радиовĕн ĕçченĕсем районти ытти çынсемпе те тĕл пулчĕç, актуаллă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.