17 августа 2016 г.

Физкультурник кунне халалласа августăн 13-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта тÿрремĕнех çак профессипе тăрăшакансем, тĕрлĕ ÿсĕмри ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем пысăк спорт уявне йышлăн пухăннă. Историнчен çакă паллă: 1980 çулта Мускав хулинче Олимп вăййисене ирттернĕ çул вăл официаллă уяв статусне йышăннă. Ăна вара пĕрремĕш хут 1939 çултах уявланă. Паянхи кун массăллă спорта ырă йăлана кĕртсе пыраççĕ, çавна май сывă пурнăç йĕркине нумайăшĕ ырласа йышăнать, кунашкал спорт мероприятийĕсене хаваспах хутшăнать.
Ырă-сывă пурнăç йĕркине хисеплекенсене чаплă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, Чăваш Наци Конгресĕн «Сывă наци» комитечĕн председателĕ тата Президиум членĕ Ю.Зорин, «АККОНД» АО генеральнăй директорĕн заместителĕ А.Ананьев тата ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов çак кун ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, физкультурăпа тата спортпа яланах туслă пулма, спортра çитĕнÿсем тума сунчĕç. Унтан райадминистраци пуçлăхĕ А.Тихонов спортри çитĕнÿсемшĕн В.Мясникова /Кивĕ Вăрмар/, А.Адюкова /Кавал/, Н.Дмитриева /Кавал/, «Петров Е.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхне Е.Петрова райадминистрацин Тав çырăвĕсемпе; Г.Николаев тренера /ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ/, Н.Давыдовăна /пирĕн районта фитнес-аэробикăна ертсе пырать/, И.Алешин тренера /«Илем» ФСК/ райадминистрацин Хисеп грамотисемпе; ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова И.Никитин тренера Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотипе; Чăваш Наци Конгресĕн «Сывă наци» комитечĕн председателĕ тата Президиум членĕ Ю.Зорин ЧР ветерансен Канашĕн ветеранĕсене - Н.Таратина, В.Семенова, М.Степанова, Н.Павлова, К.Иванова, А.Ноздрина ЧР ветерансен Канашĕн Хисеп грамотипе; Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорне Ю.Данилова «За развитие национального спорта» орденпа чысларĕç. Çавăн пекех Ю.Зорин «Урмары» футбол командине 18 комплект футбол формине парнелерĕ.
ЧР обществăлла организацийĕн «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» Вăрмар хула тăрăхĕнчи асăннă обществăн пуçламăш организацийĕн председательне Орест Евстафьевич Вакина инвалидсен пурнăç позицине реабилитацилессипе тата вĕсене обществăна интеграцилессипе пысăк ĕçсем тунăшăн, çавăн пекех районта шашкăпа шахмат вăййисене пропагандăлассипе ĕçленĕшĕн ЧР обществăлла организацийĕн «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» районти организацийĕн председателĕ Э.Борисова Хисеп грамотипе чысларĕ. Палăртас пулать, вĕсем районта иртекен кирек епле мероприятире те активлăхĕпе палăраççĕ.
Унтан 10 ял тăрăхĕнчи командăсем, организаци, предприяти тата учреждени ?пурĕ 8/ ĕçченĕсем хушшинче хаваслă спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Унăн программи те пуян. Спорт çурчĕ çумĕнче 9 сехет çурăранах шашка-шахмат вăййи пуçланчĕ. 10 сехет те 30 минутра дартс вăййине кăмăллакансем тĕл персе лектерессипе тупăшрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче А.Краснова /Вăрмар поселокĕ/ - пĕрремĕш, Н.Александрова /ЦРК/ - иккĕмĕш, А.Андриянова /ЦРК/ - виççĕмĕш пулчĕç. Арçынсенчен А.Агеев /Арапуç/ - пĕрремĕш, О.Николаевпа /Пысăк Енккасси/ А.Егоров /Кĕтеснер/ - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Волейбол площадкинче пляжри волейбол, скандинави мелĕпе утма кăмăллакансем /хĕрарăмсем - 55 çулхисем, арçынсем 60 çултан пуçласа/ те ăмăртрĕç. Арçынсем турник çинче туртăнчĕç. Р.Павлов /Мăнçырма/ - 33 хутчен, В.Мясников /Кивĕ Вăрмар/ - 32, А.Кириллов /Кивĕ Шулхан/ - 20 хутчен туртăнма пултарчĕç. Унтан çăмăл атлетика енĕпе командăсем хушшинче çивĕч эстафета пуçланчĕ. Ял тăрăхĕсем хушшинче Арапуçсем чи хăвăрт чупакансем пулчĕç, Кĕлкешпе Пысăк Енккасси командисен иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе килĕшмелле пулчĕ. Предприятисемпе организацисем хушшинче ЦРК /Вăрмар поселокĕ/ - финиша пĕрремĕш, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕ - иккĕмĕш, райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕ - виççĕмĕш пулчĕç. 11 сехетре «Илем» ФСКра шывра ишессипе çемьесен эстафети пуçланчĕ. Районта пурăнакансем те çак кун /сывлăх кунĕнче, пĕлетпĕр, тÿлевсĕр/ бассейнра ишсе киленчĕç, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.