АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем - автомобилистсемпе çул çÿрекенсемшĕн

13 августа 2016 г.

Кăçалхи çултан тытăнса Раççей законодательствинче пурнăçăн тĕрлĕ сферинче чылай улшăну вăя кĕни пирки çырнăччĕ. Ку хутĕнче вĕсем - автомобилистсемпе çул çÿрекенсем валли пулĕç.

2016 çулхи январьтен вăя кĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн водителĕн штрафсем /вăл шутра çул-йĕр правилисене пăснăшăн/ тÿлессипе, алимент тÿлессипе е суд йышăнăвне пурнăçлассипе парăм 10 пин тенкĕрен иртет пулсан, суд приставĕсем ăна вăхăтлăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварма пултараççĕ. Енчен те кун пек водитель удостоверение туртса илнĕ хыççăн та руль умне ларать пулсан, ăна 50 сехет таран обязательнăй майпа ĕçлеттерме е пĕр çулталăклăх водитель удостоверенийĕсĕр хăварма пултарĕç. 
Автомобильпе çÿресси пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли çăлкуç пулса тăрать пулсан кăна тата пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăн инваличĕсене çеç удостоверенисĕр хăварма право çук. 
Штраф сахалрах тÿлес тесен. Раççей Президенчĕ 2014 çулта алă пуснă саккун вăя кĕчĕ. Водитель ГИБДД штрафне протокола алла илнĕ хыççăн 20 кун хушшинче тÿлет пулсан, штраф сумми 50 процент чакать. Анчах та правилăсене пăснин пур тĕслĕхĕшĕн те ку çĕнĕлĕх вăйра мар. Çулăн хирĕç килмелли енне каçса каякансемшĕн, эрех-сăра е наркотик ĕçсе руль умне ларакансемшĕн нимĕнле çăмăллăх та пăхман. 
Чарăну линийĕ. Мускав хулин автомобилисчĕсемшĕн çĕнĕлĕх пур. Çул-йĕр çÿрессин организацийĕн центрĕ çĕнĕ технологи ĕçе кĕртнĕ. Халĕ камерăсем чарăну линийĕ /стоп-линия/ урлă каçса кайнине çырса илĕç. Ун урлă каçнăшăн 800 тенкĕ штраф тÿлеме тивет. 
«Евро-5». Мускав влаçĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи пĕрремĕш кунсенченех хулара «Евро-5» стандартран каярах маркăллă топливо сутмаççĕ. С.Собянин палăртнă тăрăх, çакă сывлăша кÿкĕрт ?сера/ диоксичĕпе варалассине пилĕк хут чакарма тивĕç. Общество палатин экологи тата тавралăха хÿтĕлессин комиссийĕн председателĕ С.Чернин çавна пĕлтернĕ. «Евро-5» çине куçассине законодательствăпа тăватă çул каяллах пăхса хунă пулнă, анчах та 2015 çулхи çулла дискуссисем пуçланнă. Çакă нимĕнле пăтăрмах та кăларса тăратма кирлĕ мар. Раççей - нефть çĕршывĕ. Пирĕн топливо компанийĕсемшĕн çĕнĕ топливо çине куçасси чăрмавлă пулмĕ. 
ОСАГО. Çак çултанпа ОСАГО полисĕсем тĕлĕшпе улшăнусем пур. Халĕ полис пуррине фото- тата видеофиксаци камерисемех «тĕрĕслеме» пултараççĕ. Асăннă проект малтанах Мускавра, Хусанта тата ытти хулара вăя кĕрет. Хыççăн вара пĕтĕм çĕршывĕпех çак мелпе усă курма тытăнĕç. Çавăн пекех çул-йĕр çÿремелли правилăсене улшăнусем кĕртме пăхса хунă. Вĕсене вăя кĕртнĕ хыççăн водительсен хăйсемпе пĕрле ОСАГО полисĕн хут çинчи вариантне пĕрле илсе çÿремелле пулмасть. 
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх. Тарифсем ÿсрĕç. Çĕршывăн пурнăмалли çурт-йĕр тĕп инспекторĕ А.Чибис пĕлтернĕ тăрăх, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен тарифĕсем çĕршывĕпех 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăтамран 4 процент чухлĕ ÿсрĕ. 
Сывлăх сыхлавĕ. Повереннăйсем. Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Скворцова каланă тăрăх, кашни çынна малашне врач çумне çирĕплетнĕ пекех, повереннăй çумне çирĕплетĕç. Страхланă повереннăй медицина профилактикин мероприятийĕсен регламентне пурнăçлассишĕн явапă пулса тăрать. Çак мерăсем сипленмелли çынсен шутне ÿстермелле. Кун пеккисем патне SMS-пĕлтерÿсемпе асăрхаттарусем те ярса парĕç. 

Первоисточник: Материалсене интернетран И.АНТОНОВА пухса хатeрленe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика