13 августа 2016 г.

Кашниех хăйĕн пурнăçĕнче телейĕпе савăнăçне те, хуйхипе нушине те курать, анчах пуçне усмасть. Шав малаллах талпăнать. Çак сăмахсем Кивĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакан Зоя Семеновна Александрова /хĕр чухнехи хушамачĕ Семенова/ пирки пыраççĕ.
Зоя Семеновна 1936 çулта çуралнă, паянхи кун вăл 80 çул тултарать. Çак кунпа ăна чĕререн тухакан ăшă сăмахсем кăна калас килет. Сывлăх та телей, ăнăçу ăна. Çамрăк чухнехи вăй-халĕ кăшт чакнă пулсан та унчченхи пекех ăслă-тăнлă, пур çĕрте те вăш-ваш: пахчара, кил хушшинче тăрмашать. Вĕренерсем мĕн авалтан улма-çырла чылай лартса çитĕнтернĕ. Зоя Семеновнăпа Иван Степановичăн хăмла çырлипе хура хурлăхан ÿкерчĕкри пек шултра та куçа илĕртет. Зоя аппа пахчара çум курăка хуçаланма памасть, пуçне çĕклеме пуçласанах çумласа тăрать.
- Çумкурăкран çимĕç пулмасть вĕт, вăхăтра çумласа тăрсан пахчана тухма кăмăллă. Эпир ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ те ал ĕç патнех туртăнать. Мăшăрпа иксĕмĕр валли кăна мар, хăнана килсе çÿрекен ачасемпе мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем валли те пахча-çимĕçе хатĕрлетпĕр, - сăмах хушать кинемей. Йышлă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскер, нимĕнле ĕçрен те хăрамасть. Зоя Семеновна аллинче кирек мĕнле ĕç те вĕресе тăрать. Пахча ĕçĕ уншăн чун киленĕçĕ пулсан, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп çитĕнтересси савăнăç тейĕн.
Çак ырă кăмăллă та тарават чунлă Зоя Семеновнан ашшĕ - Семен Архипович Архипов - «Родина» колхозра нумай çул хушши конюхра ĕçленĕ. Вăл 1942 çултан пуçласа вăрçă пĕтичченех Ленинград фронтĕнче пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче çамрăк ача пулнă пулин те амăшĕ, Мария Софроновна, ăна тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă. Вăл вăхăтра пур ачан та пурнăçĕ пĕр пекрех пулнă: шкула кайма тум-тирĕ те, сумкки те пулман, çиме çăкăрĕ те çитмен. 1952 çулта Зоя Семеновна 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă. Пурнăçĕ чаплах пулман пулин те унăн питĕ вĕренес килнĕ, çавăнпа та çамрăк хĕр Кавалти вăтам шкула çул тытнă. Унта 8-мĕш класа вĕренме кĕрес тесен 150 тенкĕ тÿлемелле пулнă. Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пулни унăн пĕрремĕш ĕмĕтне татнă. Мĕн тăвăн, ун чухне çапла пулнă. Хулана тухса каяс тесен паспорт паман, çапла вара унăн ялтах юлма тивнĕ. Чунĕнче пăшăрхану туйăмĕ пулнă пулсан та ялта юлнишĕн çамрăк хĕр пуçне усман. Çынсем чапа тухма хулара çеç мар, ялта та пултарнине питех те лайăх ăнланнă вăл. Ĕçлеме ÿркенмен, хăйĕн ырă ятне çĕре ÿкерменнисем пур çĕрте те пултарулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Зоя Семеновна та çаплах пулнă.
Çул хыççăн çул хыçа юлнă, Зоя Семеновна хуçалăхра ĕçленĕ. Каçхине вăййа та тухнă, хĕр-тантăшĕсемпе савăннă. Хитре те илемлĕ хĕре каччăсем те куç хывнă. Анчах та чунĕ унăн Кивĕ Вĕренер каччи еннеллех туртăннă пулĕ çав. 1957 çулта Иван Степанович Александровпа çемье çавăрма тĕв тăваççĕ. Çамрăк çемье пурнăçа ăçтан пуçлать; Кил-çурт çавăраççĕ, унтан ачисем çут тĕнчене килеççĕ, вĕсем мăшăрĕпе 3 ача - икĕ хĕр те пĕр ывăл - çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем аслă пĕлÿллĕ: асли - Валентина, Хусанти ветеринари институтне вĕренсе пĕтерсе Владимир облаçĕнчи Ковров хулинче ĕçлесе пурăнать, тепĕр хĕрĕ Луиза Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетне вĕренсе тухнă, Аслă Чак шкулĕнче историпе обществознани предмечĕсене вĕрентет. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем, ял-йыш хисеплеççĕ ăна. Ахальтен мар ĕнтĕ Луиза Ивановнăна Аслă Чак округĕпе район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланă.
Ывăлĕ, Иван, Кÿкеçри професси паракан училищĕрен вĕренсе тухнă, халĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленсе пурăнать, хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă. Ачисем пурте хăйсен вырăнне тупса килĕшекен ĕçĕсемпе ĕçлесе пурăннишĕн чунтанах савăнать Зоя Семеновна. Хăй те вăл ĕçпе палăрса тăнă, 1962-1965 çулсенче Кавалти крахмал заводĕнче ĕçленĕ. 1965 çултан пуçласа «Ленинский» хуçалăхра хăмла пахчинче вăй хунă. 1982 çулта тăрăшуллăскерне хăмлаçăсен бригадирне лартаççĕ. Тухăçлă хăмла çитĕнтерес ĕçре вăл хăйĕн пултарулăхĕпе уйрăмах палăрса тăнă. Çавăнпа та вăл «Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă.
Халĕ 5 мăнукĕ тата 4 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ. Çакă вара нумай çула тăсăлтăрччĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ИВАНОВА.