АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

13 августа 2016 г.

«Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61, 63, 64-мĕш номерсенче/.

БЕЛОВА Аниса Егоровна Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче 1940 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. 
1965 çулта районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлать. Малтанхи вăхăтра корректорта, унтан ялхуçалăх пайне литература сотрудникне куçараççĕ. Пултарулăхне кура ăна татах та пысăкрах ĕç шанса параççĕ - çырусен пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Хаçата материалсем çырнисĕр пуçне обществăлла корреспондентсемпе, ĕçялкорсемпе ĕçлемелле, хаçатра пичетленекен критикăлла кашни материал çине предприятисемпе организацисенчен, хуçалăхсенчен хуравсем илмелле. 
Çырусен пайĕ «Йĕплĕ шăпăр» рубрикăна çирĕп тытса пынă. Çав вăхăтрах пултаруллă çыравçă калавсемпе очерксем, тĕрленчĕксем, новеллăсем тата ытти материалсем пичетлет. Республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче те кун çути кураççĕ унăн хайлавĕсем, чăвашрадиопа та янăраççĕ. 
1976 çулта унăн Мускавра тухса тăракан «Корма» журналта «Дружба» колхоз председателĕ И.Григорьев çинчен çырнă очеркĕ пичетленет.
А.Белова журналистикăри пултарулăхĕпе пĕрлех пĕлĕвне те ÿстерсех пырать. Малтан Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине вĕренсе пĕтерет. 1976 çулта Чăваш патшалăх университетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, 6 çул хушши ăс пухать. 
1973 çулта А.Беловăна СССР Журналисчĕсен союзĕн членне илеççĕ. Редакцири пуçламăш организацин секретарĕ те пулать. Республикăри журналистсен съездне тăватă хутчен хутшăнать. А.Белова паллă журналист, пурнăçра пурне те пулăшма тăрăшакан, обществăра активлă та пултаруллă çын. Тăван район хаçатĕнче 30 çул чунне парса вăй хунă вăл. Район историйĕнче журналистикăна çавăн чухлĕ халалланă пĕртен-пĕр хĕрарăм. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн панă Хисеп грамотисемпе ытти наградăсем унăн темĕн чухлех. Унăн кăкăрне «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿрет. Паянхи кун та район хаçачĕпе тачă çыхăну тытать. Хăй ĕçленĕ вăхăтĕнчи тĕрлĕ самантсем çинчен каласа парать, çамрăк ăрусене хăйĕн пуян опычĕпе паллаштарать. Хаçатăн маларахри çулсенчи тата хальхи хаçат сăн-сăпачĕ ырă енне улшăннине палăртать. Çитменлĕхсене те асăнать. Унсăрăн епле-ха; Çакă вара редакци ĕçченĕсене тимлĕрех пулма, тарăн шухăшлăрах çырма хистет. 

/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей журналисчeсен союзeн членe

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика