АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ячĕ манăçмасть

13 августа 2016 г.

Унăн ячĕ манăçмасть

Пысăк Енккассинчи Культура çурчĕн ĕçченĕсем çитĕнекен ăрупа çамрăксем хушшинче ырă-сывă пурнăç йĕркине анлă сарассине хăйсен тĕп тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Кашни уйăхрах иртекен Сывлăх кунĕсенче ялта ăмăртусем пысăк хастарлăхпа иртеççĕ. 

«Енккасси йĕлтĕр йĕрĕ», кире пуканĕ йăтса мала тухассишĕн пыракан ăмăрту, сĕтел çи теннис вăййи тата ытти тĕрлĕ ăмăрту кунта çирĕп йăлана кĕнĕ. Ялти çамрăксем «спорт - сывлăх çăлкуçĕ» пулнине тĕрĕс те çирĕп ăнланаççĕ. Культура çурчĕн кубокĕпе парнисене çĕнсе илессишĕн нумаях пулмасть иртнĕ ăмăртура Николаев урамĕн çамрăк футболисчĕсем çĕнтерме пултарчĕç. Çулталăкне пĕрре иртекен, çамрăксем чи кĕтекен ăмăртусенчен пĕри вăл, паллах, Виктор Гаврилов интернационалист-салтака асăнса ирттерекен мини-футбол турнирĕ. Гвардин аслă сержанчĕ В.Гаврилов сăртлă-туллă Афганистан çĕрĕ çинче хăйĕн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн «За боевые заслуги» медале тивĕçнĕ. Тĕрĕс-тĕкел таврăнать çартан салтак. Шел, пĕр кĕрхи кун унăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăнать. Пурăннă пулсан Виктор кăçал шăпах 50 çул тултаратчĕ. Августăн 6-мĕшĕнче ялти стадиона ăна асăнса ирттерекен мини-футболăн 10-мĕш турнирне ял-йыш, çамрăксем пухăнчĕç. Çамрăк спортсменсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Мурманск чăвашĕсен «Чăваш Ен» автономи председателĕ, Викторăн пиччĕшĕ Валерий Гаврилов саламларĕç. В.Гаврилов ăмăрту пуçаруçине тата йĕркелÿçине - ялти Культура çурчĕн ĕçченне Н.Гаврилова, вулавăш ертÿçине Н.Никоноровăна, Раççей тава тивĕçлĕ тренерне Ю.Архипова тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкул директорне Г.Архиповăна ăшшăн тав туса дипломсемпе хавхалантарчĕ. Çăмăлах пулмарĕ футболистсене шăрăх çанталăкра кубокшăн пыракан ăмăртура кĕрешмешкĕн, 5 урам команди çивĕч тупăшура тĕп парнешĕн мĕнпур вăйне пачĕç. Ялти К.Маркс, Çамрăксен урамĕсен командисем пĕр пек очко пухрĕç. Малти вырăна тата куçса çÿрекен кубока пирвайхи хут çамрăксен туслă команди çĕнсе илчĕ. Турнирта 5 хутчен çĕнтернĕ К.Маркс урамĕн командин, шел пулин те, ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшме лекрĕ.
А.Григорьев /К.Маркс урамĕ/ çак турнир вăййисене 10-мĕш хутчен хутшăнать, ятарлă кубокпа чысларĕç маттур каччăна. Н.Иванов /Николаев урамĕ/, В.Алексеев /Академи урамĕ/, Н.Никифоров ?К.Маркс урамĕ/, Васьăпа Женя Архиповсем, Г.Сидоров, М.Александров /Çамрăксен команди/ тата ыттисем те питĕ ăста вылянине палăртрĕç куракансем.

Первоисточник: А.МИХАЙЛОВ. Пысaк Енккасси ялe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика