10 августа 2016 г.

Çак кунсенче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин çул-йĕр хуçалăхĕпе транспорт министрĕ М.Резников пулнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Михайлов районти объектсем тăрăх илсе çÿренĕ.
Çакна палăртса хăвармалла, хальхи вăхăтра çул-йĕр ĕçĕсем Чупайĕнчи Зарубин урамĕнче, Энĕшпуçĕнчи Чакинская, Васильев урамĕсенче, Урнар ялĕнчи Мир урамĕнче, Çĕнĕ Кавалти Николаев урамĕсенче пыраççĕ.
Чăн малтанах ĕçлĕ ушкăн Урнар ялĕнче пулса автомобиль çул-йĕрĕсене тăвас ĕç епле пулса пынипе кăсăкланнă. Асăннă çула 2015 çулта тума тытăннă. Хальхи вăхăтра «Транспортник» тулли мар яваплă общество подрядчикĕ кунта хытă сийлĕ çул сарассипе вăй хурать. Объекта август уйăхĕн юлашки кунĕсенче вĕçлеме палăртнă.
Унтан М.Резников Арапуç ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Кавал ялĕнчи автомашина çулĕсене хытă сийпе витес ĕç мĕнле шайра пынипе интересленнĕ. Кунсăр пуçне, кунта шыв пыракан пăрăхсене вырнаçтарассипе проект документацине хатĕрлес ĕçсем те пыраççĕ.
Хыççăн яваплă çынсем «Вăрмар - Арапуç - Кĕтеснер - Арапуç» участокăн вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çул-йĕрĕнчи шыв пыракан пăрăхсем епле шайра пулнипе, çавăн пекех «Вăрмар - Арапуç - Кĕтеснер» участокăн автомобиль çул-йĕрĕнчи пурте иртсе çÿрекен кĕпер сооруженийĕпе паллашрĕç. Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче вĕсем строительство, юсав тата автомобиль çул-йĕрĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.
Юлашкинчен ЧР çул-йĕр хуçалăхĕпе транспорт министрĕ М.Резников Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче пулнă.
Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май М.Резников строительство тата юсав ĕçĕсене пурнăçласа пынă май пĕрехмаях вĕсене пахалăх тĕлĕшĕнчен епле туса пынине тĕрĕслесех тăмаллине каланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Райадминистраци сайтeнчен.