АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

10 августа 2016 г.

«Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61,63-мĕш номерсенче/.

Афиногенов Вячеслав Григорьевич 1941 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă. Малтан ялти шкулта вĕреннĕ. 1959 çулта Вăрмарти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. 
1960-1963 çулсенче Инçет Хĕвелтухăçĕнче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. 
1963-1965 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн инструкторĕнче, 1965-1968 çулсенче районти культура пайĕн автоклуб заведующийĕ, лектор-организатор пулса ĕçленĕ.
1968-1974 çулсенче Вăрмарти халăх судĕнче вăй хунă. 1974 çултан пуçласа 2001 çулччен районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра корреспондентра ĕçлет. 
1980 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. 
1983 çултанпа Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ. Журналист пулнă май тĕрлĕ жанрсемпе ĕçлерĕ. Унăн корреспонденцийĕсемпе репортажĕсене, очеркĕсемпе тĕрленчĕкĕсене вулакансем хапăл туса йышăннă. Автор вĕсенче район пурнăçне, унăн паттăр çыннисем çинчен çырса кăтартнă. Вăл çырнă калавсенче «Услар» псевдонимпа анлăн усă курнă. 
Хăйĕн материалĕсенче экономикăпа промышленность, право, строительство, транспорт, çыхăну ыйтăвĕсене хускатнă, малта пыракансен опытне, ĕçре хисепе тухнă çынсем çинчен çырса кăтартнă. 
Пичет ĕçĕнче нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн ăна Раççей Журналисчĕсен союзĕн Хисеп грамотипе наградăланă, ытти наградăсем те нумай. Вăл «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. 
«Хĕрлĕ ялав» хаçатра нумай çул çырусен пайне ертсе пынă паллă журналист А.Белова аса илĕвĕнчен: «Чи пирвай ĕçлеме тытăнсанах Вячеслав Григорьевича, паллах, çăмăл килмен хаçат лаççинче. Мĕншĕн тесен вăл малтанах халăх судĕнче вăй хунă. Майĕпен-майĕпен хăнăхса пычĕ, материалсене халăха ăнланмалла, юратмалла çырчĕ. Чăн журналист пулса тăчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1983 çулта Раççей Журналисчĕсен союзĕн членне илеççĕ, каярахпа Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. 
Калас пулать, пурнăçпа тан утма тăрăшатчĕ вăл, халĕ те çаплах-ха. Çивĕч ыйтусене хускатса çыратчĕ - критикăлла материалсене нумай калăплатчĕ. В.Афиногенов пултарулăхĕпе палăратчĕ, кăмăлĕпе ырăччĕ, кирек мĕнле ыйтăва та уççăн сÿтсе явма пултаратчĕ. Коллективра шăп çавнашкал çынсем пулни епле пĕлтерĕшлĕ, паха. Пĕрне-пĕри яланах ăнланса ĕçленĕ, тĕрлĕ лару-тăру килсе тухсан пĕр-пĕрин хутне кĕнĕ, пулăшнă. Чăн-чăн туслă та çирĕп коллектив тĕвĕленнĕ. 
Паянхи кун та Вячеслав Григорьевичпа пĕр çуртрах пурăнатпăр. Кашни кун курса калаçатпăр, пĕрле ĕçленĕ çулсене тăтăшах аса илетпĕр, редакцие кĕрсе çÿретпĕр». 
/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей журналисчeсен союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика