10 августа 2016 г.

Вĕренÿ çулĕ çывхарса килет. Çавна май шкулсенчи вĕрентекенсемпе унта ĕçлекенсем ачасене кĕтсе шкула тирпей-илем кĕртеççĕ, çапла пулмасăр, вĕсене тĕрлĕ инстанцисенчи яваплă çынсем килсе тĕплĕн пăхса тухаççĕ, çитменлĕхсене палăртаççĕ.
Вĕренÿ çулне мĕнлерех хатĕрленсе çитнине хаçат урлă çутатас тĕллевпе Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çитсе куртăмăр.
Ирхине 8 сехет тĕлне кунта хĕрÿ ĕç пуçланнă темелле, вĕçлесе çитермен хăш-пĕр ĕçсене тикĕслеççĕ, мĕншĕн тесен тепĕр кун кунта тĕрĕслев комиссийĕ килмелле иккен. Шкул алăкĕ умне çитсен тÿрех тасалăх куç умне тухать, пушмакпа кĕме те именмелле. Шкулăн пĕрремĕш хутĕнче классен алăкĕсене уçса хунă, вĕсене пĕлтĕрех çĕннисемпе улăштарнăччĕ. Классенчи партăсем эретĕн лараççĕ, халь-халь ачасем чупса кĕрессе кĕтеççĕ. Иккĕмĕш хутĕнче те куçа илĕртекен сăн. Кунти классенчи алăксене кăçал çĕннисем 48 пин тенкĕлĕх лартнă, хăш-пĕр классен урай хăмисене те çĕннисемпе улăштарнă. Укçа-тенкĕ çитнĕ таран чÿрече рамисене те хальхи йышшисемпе улăштарнă. Вĕренÿ сĕтел-пуканĕсене 25600 тенкĕлĕх, çавăн пекех 29000 тенкĕлĕх компьютер оборудованийĕ туянма пултарнă. Классенче çутă пултăр тесе светильниксемпе люминисцентлă лампăчкăсем те илсе çакнă. Шкул çумĕнчи ача садĕнче кухньăри канализацине юсанă. Çавăн пекех химипе биологи кабинечĕсенче тĕп юсав ĕçĕсене 28000 тенкĕлĕх пурнăçланă. Ытти вак-тĕвек ĕçсене те нумай тума пултарнă вĕсем. Кĕскен каласан кунта укçа-тенкĕ сахал кайманни паллă. Чылайăшне вĕсем хăйсен вăйĕпе тума пултарни çинчен пĕлтерчĕ шкул директорĕ А.Димитриев. Шкула килсен ачасене пĕлÿ пухма пурте хатĕр, вĕрен, ан ÿркен кăна.
Материала пичете хатĕрлесе çитернĕ çĕре шкула тĕрĕслев комиссийĕ çитсе курса Чупай шкулĕ ачасене кĕтсе илме хатĕррине палăртнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.