АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрисем тырă выраççĕ, теприсем сортировка витĕр кăлараççĕ

10 августа 2016 г.

Пĕрисем тырă выраççĕ, теприсем сортировка витĕр кăлараççĕ

Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ. Тин çеç-ха  çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акатчĕç, халĕ вĕсене  çапса тĕшĕлемелли  самант çитсе те тăчĕ, «хир карапĕсем» мăнаçлăн  уй-хир тăрăх пынине  сăнама пит аван. Ĕçлеме тăрсан  аплах та мар пулĕ.

Иртнĕ кунсенче «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе куртăмăр. Эпир пынă кун тĕлне пĕтĕм лаптăкăн пĕрре виççĕмĕш пайне çапса тĕшĕлесе йĕтем çине турттарма ĕлкĕрнĕ те. Пĕр гектартан миçе центнер тухма пултарнине ыйтсан хуçалăх пуçлăхĕн Г.Ямуковăн сăнĕ çуталса кайрĕ, тутисем кулса илчĕç, кăшт тăхтасан: «Пĕлтĕрхинчен сахалах тухас çук, лайăхрах та тесе калас килет, тухăçа кĕркунне шутлатпăр», - терĕ кăмăллăн рабочисем тырă алланине сăнаса. Йĕтемĕ вара пысăк аркăллă складра, кунта ĕçлеме вĕсене çумăр çуни те кансĕрлемест, тырă йĕпенес хăрушлăх та çук. А.Максимова, Ф.Петрова, А.Пугачева рабочисемпе Г.Виноградов тракторист, М.Иванов слесарь-электрик тырра сортласа тасатаççĕ. Пĕр пуссинче икĕ комбайн, тепринче - тепĕр иккĕшĕ. Çанталăкĕ те питĕ шăрăх тăрать, ĕçĕ те кал-кал пулса пырать. Акă, «АКРОС-580» комбайн чарăнчĕ те С.Ванюков комбайнер кабинăран тухрĕ. Салтакран тин таврăннăскер штурвал умĕнче шанчăклăн пырать. Малашлăхĕ тĕллевлĕ, анлă тавракурăмлă çамрăкăн ăнăçу кăна пултăр. Ун хыççăнах В.Григорьев «ВЕКТОР-410» комбайнпа килсе чарăнчĕ. Валерий Евгеньевич механизаторта нумайранпа вăй хурать, пысăк опытлă. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Сăмах май каласан, унăн ывăлĕ Юрий те çак хуçалăхрах вăй хурать. Вăл та механизатор. Комбайнсем хыççăн В.Обручков трактористпа çĕре культиваци тусах пыраççĕ. 
С.Николаевпа В.Сорокин, В.Николаевпа С.Иванов, С.Ванюков, С.М.Иванов, Ю.Власов, В.Григорьев комбайнерсем тĕш-тырра пĕр тăкаксăр та кĕске вăхăтра вырса илессишĕн тăрăшаççĕ.Сергей Михайлович Шупашкарти ялхуçалăх академине вĕренсе пĕтерсе тăван ене таврăнни савăнтарать руководителе. Ю.Власов комбайнер каннă вăхăтра тракторпа йĕтем çине тырă турттарать. Ку ĕçре М.Краснов, Н.Васильев, М.Архипов механизаторсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Ĕççинче тăрăшакансене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Кĕçех ĕçпе тивĕçтерекен центртан та çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕç. Вĕсемпе калаçса татăлнине пĕлтерчĕ хуçалăх пуçлăхĕ. 
Ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать кунта, иртнĕ кунсенче ир çитĕнекен çĕр улмине те кăларса кирлĕ çĕре вырнаçтарнă. Ĕççи малалла пырать. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче Г.Ямукова ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика