АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

06 августа 2016 г.

«Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61-мĕш номерсенче/.

Хамăр район хаçатĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçата - 85 çул çитнине халалласа номертен номере тухса пыракан материалсене эпир Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ А.Хованский калăпланă «Тумхахлă та мухтавлă çулпа» кĕнекепе усă куратпăр. Халĕ çÿлерех асăннă кĕнеке авторĕ пирки тĕплĕнрех çутатăпăр. 
Хованский Анатолий Ильич 1940 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Тикашри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. 1959-1962 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Вăл - запасри капитан. 1963 çулхи апрельте ВЛКСМ Вăрмар райкомĕн инструкторĕнче ĕçлет. Тепĕр икĕ çултан ăна ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне, 1965 çулта ВЛКСМ Чăваш область организацийĕн ревизи комиссийĕн председательне суйлаççĕ. Кунта вăл ултă çул вăй хурать. 
1968 çулхи февральте хăйĕн пурнăçне пичет ĕçĕпе çыхăнтарать - районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕн заместителĕнче тăрăшма пуçлать. 1965-1975 çулсенче Вăрмар поселок Совечĕн депутачĕ пулнă. 1970 çулта Чăваш ялхуçалăх институчĕн ?халĕ академи/ агрономи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1971 çулта август уйăхĕнче районта чи малтан СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ пулса тăрать. 
1975 çулта Чăваш кĕнеке издательстви унăн «Спорт - пирĕн тус» кĕнекине пичетлесе кăларнă. 1975 çулта ăна Муркаш районĕнчи «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакторне лартаççĕ. Кунта вăй хунă хушăрах Журналистсен союзĕн ЧР правленийĕн членĕ пулнă. 1977 çулхи сентябрьте партин Чулхулари Аслă шкулне журналистика уйрăмне вĕренме кайнă. 
1978 çулта районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра ялхуçалăх пайĕн заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. 1987 çулта хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕнче вăй хума пуçлать, 1991 çултанпа пĕр вăхăтрах хаçатăн яваплă секретарĕ те. Вăл вăхăтра хаçатăн тĕп редакторĕ пулса Н.Васильев, 2005-2013 çулсенче П.Алексеев ĕçленĕ. 
А.Хованский 2000 çулта Çĕрпÿ типографийĕнче «Вăйлисемпе хăюллисен шкулĕ», 2001 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче «Тăван ялăм - Хĕрлĕçыр», «Тумхахлă та мухтавлă çулпа» /2003ç./, «Олимп çулĕ такăр мар» кĕнекесем пичетлесе кăларать. 
Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн тата ырă тĕслĕх кăтартнăшăн «Ĕçри хастарлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» /1970/, «Ĕç ветеранĕ» /1996/ медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. ЧР Патшалăх Канашĕн /2000/ тата РФ массăллă коммуникаци хатĕрĕсемпе телерадиовещани тата пичет ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă /2003/. 2004 çулта Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. 
Физкультурăпа спорта тата туризма пропагандăлассипе республикăри смотр-конкурсăн «Спортивный журналист» номинацин призерĕ /1999/, çĕнтерÿçи /2001/ пулнă. 2016 çулта пултаруллă журналиста, А.Хованские, «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. 

/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ пухса хатeрленe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика