06 августа 2016 г.

Район центрне, уйрăмах поликлиникăна килекен кашни çынах çурт стени çине çакнă хăма çине пăхса илетех. Унта çырнă йĕркесем пурне те шухăшлаттармалла. Вĕсем кунта малтан çар комиссариачĕ пулнине, 1941-1945 çулсенче Вăрмар тăрăхĕнчен 7 пине яхăн çын вăрçа тухса кайнине, Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлесе 4131-шĕ каялла киле таврăнайманнине пĕлтереççĕ.
Вăрçăра паттăрлăх кăтартнă ентешсене - Çар комиссариачĕн хальхи çурчĕ çинче Совет Союзĕн Геройне А.С.Казакова тата Мухтав орденĕн тулли кавалерне П.П.Порфирьева - халалласа вырнаçтарнă хăмасем мăнаçлăх туйăмне çуратаççĕ. Вăрмарти 2-мĕш номерлĕ вăтам шкул пулнă çурт çинче те Асăну хăми пур. Ăна паллă педагога, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин паттăрне, РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ учительне Г.Е.Егорова хисеплесе уçнă. Çак урамрах пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерекенсен тата çăлавçăсен 39-мĕш номерлĕ чаçĕ вырнаçнă. Иртсе çÿрекенсем аякранах курăнакан шурă мрамор плитана асăрхаççех. Паллах, çывăха пырса пăхмасан мĕн çырнине вулаймăн, çавăнпа вулакансене унти йĕркесемпе паллаштарма кăмăлăм пур:
«Пушар хуралĕн ку çуртне тăвас ĕçе районсем хушшинчи «Урмарская» строительство организацийĕн пултаруллă строителĕ, Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Николаевич Васильев хастар хутшăннă. Çак çурта хăпартнă чухне унăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. 8.10.1962 - 6.02.1990».
Паллă таврапĕлÿçĕ И.Криков çапла пĕлтерчĕ: «Юрий Николаевич ăста строитель пулнă. Строительство организацийĕнче вăл аслă прораб пулса ĕçленĕ. Пушар хуралĕн çĕнĕ çуртне хăпартас ыйту тухсан, проект хатĕрлес тата ĕçе йĕркелес ыйтăва Республикăри пушар хăрушсăрлăхĕн управленийĕ ăна шанса панă. Паллах, управленире хамăр ентешсем, калăпăр, В.Нягин полковник ĕçлени те витĕм кÿнĕ ĕнтĕ. Ю.Васильев шкулта лайăх вĕренчĕ, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнчĕ. Пуласлăхĕ пысăкчĕ унăн. Шел, пурнăçĕ ытла та ир татăлчĕ».
Пултаруллă строителĕн ырă сăнарне ĕмĕрлĕх хăварас тесе Чăваш Республикин пушар хуралĕн управленийĕн тата Энĕшпуç ял администрацийĕн ыйтăвĕсене тĕпе хурса Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Александров 1999 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче ятарлă хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн Пушар хуралĕн çурчĕ çине Асăну хăми вырнаçтарма йышăннă. Февралĕн 6-мĕшĕнче пушарнăйсем, строительсем, ветерансем, учительсемпе шкул ачисем икĕ хутлă çурт умне пухăннă. Кунтах - Ю.Васильевăн çывăх тăванĕсем, пĕр класра вĕреннисем, учителĕсем. Хурлăхлă митингра пултаруллă строителе асăнса ырă сăмахсем каланă. Çамрăк пушарнăйсен «Хĕлхем» клубăн хастарĕсем спортпа пушар сÿнтерессин мелĕсене кăтартнă. Пирĕншĕн Асăну хăминчи сăмахсене чăвашла эрешлесе касса кăларни уйрăмах паха. Поселокра тăван чĕлхепе çырнă Асăну хăми урăх çук!
Ю.Васильев строителе халалласа вырнаçтарнă Асăну хăми.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Цыфаркин.