06 августа 2016 г.

Пинерти культура çуртĕнче культорганизатор пулса тăрăшакан Евгения Вячеславовна Осипова ял халăхĕ валли культурăллă мероприятисем йĕркеленисĕр пуçне ал ĕç ăстисен кружокне те йĕркелесе пырать.
Унта вара шкул ачинчен пуçласа аслисем таранах çÿреççĕ. Çÿреççĕ çеç мар, илемлĕ, эрешлĕ тĕрлĕ япаласем çыхаççĕ, тĕрлеççĕ. Юлашки çулсенче вăл пуçарнă çĕнĕлĕхсенчен пĕри - çăм атăна хитре çипсемпе тĕрлесе тĕрлĕ ÿкерчĕксем тăвасси. Акă районти культура çуртĕнче ал ĕç ăстисемпе иртнĕ куравра Евгения Вячеславовна хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарчĕ. Илемлетсе тĕрленĕ çăм атăсене курава тăратнă вăл /ÿкерчĕк çинче/. Вĕсем çинче хитре кайăксене, тĕрлĕ чечексене, çутçанталăкри пулăмсене сăнланă. Пĕтĕмĕшле каласан кун пек çăм атăсене ураран хывас та килмест. Сăмах май çакна палăртса хăвармалла: хăйĕн ăсталăхне Е.Осипова хĕрне Дашăна вĕрентсе пырать. Вăл та пушă вăхăтра çак кружока çÿрет. Çуллахи ĕççи вăхăтĕнче те чăваш хĕрарăмĕ ал ĕç тума ĕлкĕрет. Пултаруллă çын пур енĕпе те ăста, теççĕ халăхра. Эппин кун пек ăстаçăсем татах та ытларах пуласса шанас килет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Л.МИХАЙЛОВА, библиотека заведующийe.