АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă коллективра ĕç ăнать

06 августа 2016 г.

Туслă коллективра ĕç ăнать

Хальхи вăхăтра ку е вăл транспорт пĕлтерĕшĕ çыншăн калама çук пысăк вырăн йышăнать. Акă, пирĕн район центрĕпе чукун çул иртсе кайни вырăнти халăха питĕ меллĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене кунти кассăрах билет туянса Вăрмар станцийĕнченех ларса кайма пулать.

Çула каякан кирлĕ çĕре вăхăтра тата пĕр чăрмавсăр çиттĕр тесе чукун çул ĕçченĕсенчен нумай килет. Акă, «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин Горькинчи управленийĕн дирекцийĕн Вăрмарти станцийĕн ĕçченĕсем электричкăпа çÿрекен çынсен çул çинчи хăрушсăрлăх правилисемпе пур енлĕн тивĕçтерессипе тата пуйăссен çул çÿревĕн хăрушсăрлăхне çирĕплетессипе вăй хураççĕ. Унăн пуçлăхĕ Л.Доронина 1990 çултанпа кунти ĕç-пуçа ăнăçлă йĕркелесе пырать. Паянхи кун унăн тивĕçĕсене вăхăтлăх А.Федорова пурнăçлать /хăй те вăл Вăрмар станцийĕпе дежурнăй пулса ĕçлет/. Чукун çул линийĕ çинче пуйăссем пĕр кăлтăксăр çÿреччĕр тесе М.Ивановăпа В.Гаврилова дежурнăйсем Вăрмар станцийĕпе, Л.Мироновăпа З.Германова - Энĕшпуçпе - хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Вăрмар тата Энĕшпуç станцийĕсемпе СЦБ аслă электромеханикĕ Н.Димитриев, Н.Егоров, А.Иванов, А.Александров, В.Агеев электромеханиксем, чукун çул бригадирĕ Г.Кузьмин, чукун çул мастерĕ В.Ефремов, чукун çул монтерĕсем - Н.Иванов, И.Герцен, С.Александров, В.Сергеев, Ю.Кондратьев, Т.Филиппов, Ан.Филиппов хăйсене çирĕплетсе панă участокĕсене пур яваплăха туйса, вăхăтра пăхса тăраççĕ. Вăрмарти çĕнĕ чукун çул вокзалĕ аякранах хăйĕн илемĕпе, тасалăхĕпе илĕртет. Шупашкар участокне кĕрекен Вăрмарти чукун çул вокзалĕн начальникĕ Н.Трофимова нумай çул ăнăçлă йĕркелесе пынипе Н.Архипова дежурнăй, А.Архипов, Т.Степанова, С.Васильева, Е.Сорокина, О.Родзянова тата Ю.Васильев рабочисем кунти йĕркелĕхпе тирпей-илеме кĕртеççĕ /ÿкерчĕк çинче/. Кассирсем В.Сергеева, В.Ефремова тата Е.Алексеева çул çине кайма билет сутаççĕ. 
Çывхарса килекен уявпа вĕсене саламласа ĕçре ăнăçусем сунатпăр. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика