06 августа 2016 г.

Çĕр ĕçĕ мĕн ĕлĕкренех йывăр ĕç. Апла пулин те этем нумай япалана техникăпа усă курса тума вĕренсе çитрĕ. Техникăна тытса тăма, ĕçлеттерме вара ансатах мар.
Çанталăкăн уяр кунĕсемпе усă курса хуçалăх ертÿçисем халĕ кашни кунах хăйсен «хир карапĕсене» уя илсе тухаççĕ. Тĕш-тырă вырмалли хĕрÿ вăхăт пырать. Акă Пысăк Енккассинчи «Сергеев В.М.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче те хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ Вячеслав Михайлович туххăмрах кирлĕ вăхăтра пĕр техники çинчен анса теприн çине куçса ĕçе йĕркелесе пырать. «Енисей» комбайнпа тыррине те вырать вăл, кунта ĕçлекенсем валли тăванĕсем килте пĕçерсе хатĕрленĕ апата та илсе килсе çитерет. Кунта ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. В.Сергеева ĕççи вăхăтĕнче ытларах тăванĕсем, ял çыннисем пулăшаççĕ. Йĕтем çинче уйран кÿрсе килекен тырра Пысăк Енккассинче пурăнакансем Нина Никонорова, Галина Михайлова, Валентина Петрова алласа тăраççĕ. Валентина Петрова кăçал 8-мĕш класа кăна каять-ха, çапах та аслисемпе пĕрле ĕçе тухать. «Ялта пĕр-пĕрне пулăшса пурăнмасăр май килмест. Кирлĕ вăхăтра пахчине те сухаласа, утти-улăмне те çулса парать, техника кирлĕ чухне техникăпа пулăшать, тырă та парать пире Вячеслав Михайлович. Çавăнпа та эпир те ăна ĕç вăхăтĕнче пулăшма тăрăшатпăр, кирек епле япала та хире-хирĕçле вĕт», - каласа парать йĕтем çинче ĕçлекен Нина Васильевна. Вячеслав Михайловича ялта, районта ытларах «Абик» тесен лайăх пĕлеççĕ. «Ялта çакăн пек çынсем ытларах пулсан аванччĕ. Хуть те мĕнле ĕç тумалла пулсан та хирĕçлемест вăл, яланах пулăшма хатĕр», - кăмăллăн пĕлтерет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Александрович Васильев. Тырă вырнă çĕрте 4 тĕрлĕ техника ĕçлет. Кунне 50 тонна яхăн тĕш-тырă вырса кĕртеççĕ хуçалăхра. Тасатнă тырра Мари Республикинчен килсе илсе каяççĕ.
Ял халăхĕ те Вячеслав Сергеевран тырă туянма пултарать. Вырса илнĕ уйсене çийĕнчех сухаласа пыраççĕ. Ял халăхĕ уйри улăмпа та тÿлевсĕрех усă курма пултарать.
Пĕтĕмĕшле 413 гектар çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлет фермер, тĕш-тырă, тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтерет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.