03 августа 2016 г.

Пинерте çуралса ÿснĕ, Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ пухать, 1993 çулта «физкультурăпа вĕрентекен» специальноçа алла илет. Унăн педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 30 çул, çав шутран Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 2001 çултанпа директор пулса вăй хурать Герман Станиславович Боредский.
Ĕçленĕ хушăра Г.Боредский талантлă педагог, анлă тавракурăмлă, пысăк квалификациллĕ специалист пулни палăрать. Пĕрмаях вăл шыравра. Пултаруллă администратор тата организатор пулнине çулсеренех çÿллĕ шайра çирĕплетет - яланах вăхăтра тата тĕрĕс планлама пĕлни ăна тата кунти коллектива ĕç тухăçлăхне ÿстерме тата çакă пысăк кăтартусем тума май парать. Палăртас пулать, педагогика ĕçĕ-хĕлĕнче тишкерÿ меслечĕпе анлăн усă курать, хăйĕн тата ĕçтешĕсен ĕçне анализ тăвать, çакă пĕрле ĕçлекенсен çыхăнăвне татах та вăйлатать, пĕр-пĕрин хушшинче ăнланулăх çуратать. Акă, Герман Станиславович йĕркеленипех юлашки пилĕк çул хушшинче вĕрентекенсем «Çулталăк вĕрентекенĕ» районти конкурсра икĕ хутчен çĕнтернĕ, 2015 çулта Г.Боредский «Пултарулăх тата пуян опыт» номинацинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Тепĕр тĕслĕхлĕ кăтарту вăл - çак шкултан вĕренсе тухнă Р.Боредский июлĕн 22-24-мĕшĕсенче Шупашкарта маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионатĕнче иртнĕ 19-22 çулхи юниорсем хушшинче пĕрремĕш пулнă, Раççей спорт мастерĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ, асăннă шкулта вĕренекен Д.Александров 13-14 çулхи çамрăксем хушшинче 8 км чупса кĕмĕл призер пулса тăнă.
2013 çулта çĕнĕ шкул хута кайнă, 2014 çулта шкул патне пыракан 1030 метр тăсăлакан асфальтлă çул сарнă, 2015 çул вĕçĕнче ачасене ытти пунктсенчен вĕренмешкĕн илсе çÿреме ятарлă шкул автобусĕ уйăрнă. Çавна май ачасен вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасси юлашки 3 çул хушшинче 100 проценчĕпех ÿснĕ, пахалăх тĕлĕшĕпе илсен 40-50 процент таранах. Пултаруллă çын вăл пур çĕрте те маттур. Герман Станиславович обществăлла ĕçре те малта. Вырăнти ял халăхĕпе тата вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе яланах тачă çыхăнура. Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне виççĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш тата улттăмĕш созывсене суйланнă. 2015 çулта ăна Чăваш Республикин регионти политика канашĕн членне суйланă.
Ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2016 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче кăларнă 76-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн ЧР педагогика тата воспитани ĕçĕ-хĕлĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Герман Станиславович Боредские «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех районти вĕрентÿ пайĕн, район администрацийĕн, ЧР вĕрентÿ Министерствин, республикăри профсоюзсен Канашĕн Хисеп грамотисене, «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллине ?2005 ç./, ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне ?2013 ç./ тивĕçнĕ. Паллах, çак çитĕнÿре çемьен тÿпи те пур. Унăн мăшăрĕ Л.Боредская Пинер ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕн заместителĕнче вăй хурать. Хĕрĕ - М.Зайцева И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш филологи факультетĕнче вĕреннĕ, халĕ Шупашкарти 40-мĕш номерлĕ шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулса тăрăшать. Ывăлĕ - В.Боредский ЧППУ информатикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ пухнă, Шупашкарти «Элара» заводра инженер-программистра ĕçлет. 3 мăнукĕ - Милена, Карина тата Аделина - хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.