03 августа 2016 г.

Кавалта çуралса ÿснĕ, Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕн «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» патшалăх ветеринари службин Кавалти ветеринари участокĕн заведующине Ираида Николаевна Огурцовăна таврари ялсенче пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă пултаруллă специалиста ЧР Пуçлăхĕн 2016 çулхи июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăларнă 99-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ят панă. Çак пысăк хисепе вăл чăннипех те тивĕçлĕ.
Выльăхсене чунтан юратни пулăшнă та ĕнтĕ ăна ветеринари врачĕн профессине алла илме. Кавалти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт «Ленинский» совхозри ĕне ферминче лаборанткăра ĕçлеме пуçлать. 1979 çулта Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне вĕренме кĕрет. Кунта тарăн пĕлÿ илсе вĕренсе тухнă хыççăн тăван совхозăн виççĕмĕш уйрăмĕнче ветеринари врачĕ пулса тăрать. Институтра илнĕ пĕлĕве практикăра анлăн усă курма пуçлать. Тăрăшни сая каймасть. Выльăхсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватас енĕпе пуçарулăх кăтартать.
Ĕçчен çамрăк специалиста часах совхозăн аслă зоотехникĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ку ĕçре те вăл тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать. Часах ăна «Ленинский» совхозăн тĕп ветеринари врачĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Çак яваплă должноçра 8 çул хушши выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыхласа хăварас тесе хăйĕн мĕнпур пĕлĕвне, ăсталăхне парать. Вăл пăхса тăракан Кавалти ветеринари участокне 5 ял тата 2 хресчен ?фермер/ хуçалăхĕ кĕреççĕ. Ку ялсенче ветеринарипе профилактика, сиплев мероприятисен пĕтĕм комплексне туса ирттереççĕ. Çавна май выльăх-чĕрлĕх йышне 98,5 процент сыхласа хăвараççĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче пĕлсе сипленипе мăйракаллă шултра выльăхсем лейкоз чирĕпе чирлессине чарса лартнă. Вăл ертсе пыракан участок ящур, бруцеллез, туберкулез, çĕпĕр язви чирĕсем сарăлассинчен сыхланас енĕпе ăнăçлă шутланса тăрать.
- Ираида Николаевна пĕчĕкрех тата мăйракаллă шултра выльăхсене чиртен сипленĕ чухне тĕрĕс диагноз лартса сыватать, тăтăшах профилактикăлла ĕçсем туса ирттерет. Çавăн усси пурах.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ял халăхĕ, специалистсем тата хуçалăх руководителĕсем хушшинче пысăк авторитетпа усă курать, ăна хисеплеççĕ. Хăйĕн ĕçĕнче профессиллĕ ăсталăх, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине, районта ветеринари службин ĕçне лайăхлатассишĕн чунтан тăрăшнине кăтартать, - каласа парать Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕн «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.Александров.
Обществăлла ĕçсенче те хастар та пултаруллă хĕрарăм. Ăна Кавал ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулма суйланă. Ĕçре профессиллĕ пысăк ăсталăх кăтартнăшăн И.Огурцовăна республикăри Патшалăх ветеринари служби тата район администрацийĕ тав тунă, республикăри Патшалăх ветеринари служби тата ЧР Ялхуçалăх министерстви Хисеп грамотипе наградăланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.