03 августа 2016 г.
Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Августăн 1-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертÿçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Енри пултаруллă та ăста культура, вĕрентÿ учрежденийĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçни пирки калакан ĕç хутне алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ канашлăва пухăннисене. Çитес çул валли культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсене халех çĕнĕлле проектсене хатĕрлеме пуçлама сĕннĕ. «Паха проектсене пурнăçа кĕртмелле. Вĕсем республикăра пурăнакансен кăмăл-сипетне ырă енне улăштарма пулăшаççĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.Емельянов хăйĕн сăмахĕнче патшалăх тата муниципалитет контракчĕсем пирки чарăнса тăнă, 2016-мĕш çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç кăтартăвĕсем пирки калаçнă.
Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене палăртас пулсан, Чăваш Ен закупкăсемпе Раççей Федерацийĕнче 4-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Тухăçлă ĕçлени куçкĕретех. Яваплăха туйса ĕçлемен предприятисем пирки те сăмах пуçарнă, малашне те контракт ыйтăвĕсемпе тимлĕ ĕçлеме асăрхаттарса хăварнă Республика Пуçлăхĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Енилина тĕрĕслев ыйтăвĕсем пирки калаçнă.
ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Резников хулари çуртсем таврашĕнчи çулсене тирпейлени пирки чарăнса тăнă. Кăçал пурĕ 90 миллион тенкĕ çуртсем таврашĕнчи çулсене сарма укçа куçарнине асăннă Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ладыков. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ И.Калиниченко хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра та çулсем сарас ыйту кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине пĕлтернĕ. Объектсен пахалăхне çирĕп тĕрĕслеме хушнă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Регионăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков докладра суйлавпа çыхăннă ĕç хучĕсем пирки чарăнса тăнă, ЧР Патшалăх Канашне депутат пулма кандидатсем регистрациленнине каланă, çак ĕç июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕçленнине асăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.