АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăкĕ хĕвеллĕ, ĕçлекенсен те кăмăлĕсем аван

03 августа 2016 г.

Çанталăкĕ хĕвеллĕ, ĕçлекенсен те кăмăлĕсем аван

Районта вырма ĕçĕсем  активлă  пыраççĕ. Тата тепĕр хуçалăх  - «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи хăйĕн комбайнĕсене «çăкăр» уйне илсе тухрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тата  райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ  Н.Николаев çÿлерех палăртнă  хуçалăха çитсе курса уй-хир ĕçĕсем еплерех пынипе кăсăкланчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен кĕрхипе çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕ 1842 гектар. Хуçалăхра «Московская-56» кĕрхи тулăран вырма пуçланă. Уйра пурĕ виçĕ комбайн, иккĕшĕ - хуçалăхăн, тепри юнашар Комсомольски районĕнчен пулăшма килсе çитнĕ. Хуçалăхăн ăста комбайнерĕсем - А.Никитин, В.Михайлов, вĕсене пулăшаканĕсем - В.Кириллов, А.Степанов. Вĕсем кашни хĕвеллĕ кунпа туллин усă курса васкавлă майпа тĕш тырăна пухса кĕртес тесе тăрăшаççĕ. Тĕшĕленĕ тырра комбайн çинчен йĕтем çине В.Илларионов, Н.Якимов, Э.Семенов механизаторсем турттарса тăраççĕ. Çанталăкĕ хĕвеллĕ, ĕçлекенсен те кăмăлĕсем аван.
Хуçалăх руководителĕ Е.Тимофеева каланă тăрăх, малтанлăха палăртнипе, вĕсем çак уйра пĕр гектар пуçне 25-30 центнер пуçтарса илесшĕн. 
Кĕрхи ĕçсене агротехника требованийĕсене пурнăçласа кĕске вăхăтра пуçтарса кĕртессе шантарчĕç кунти ĕçченсем А.Тихоновпа тĕл пулнă вăхăтра. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика