03 августа 2016 г.
Июлĕн 30-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче «Эпир çуллахи уява паллă тăватпăр» ятпа Полевая урамра уяв пулса иртрĕ. Уяв концертне пиллĕкрен пуçласа вун пиллĕк çулхи ачасем хатĕрленĕ: плакатсемпе, чечексемпе тата лентăсемпе илемлетнĕ.
Концерта йĕркелесе ертсе пыраканĕ Хуруй ялĕн клуб заведующийĕ О. Яковлева пурăнакансене уяв ячĕпе саламларĕ, савăнăçлă кăмăл, çирĕп сывлăх сунчĕ. Асăннă урамран паллă ăстаçăсем, учительсен йăхĕсем, спортсменсем, культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, чукун çул сыхлавĕн ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем тата ытти чылай паллă ĕçченсем тухнă. Ачасем савăнăçлă юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç. Вĕсен юрри-ташши халăх кăмăлне çĕклерĕ. Полевая урамăн халăхĕ питĕ туслă та тарават. Вĕсем ачасем валли сĕтел хатĕрлерĕç: кукăльсем, пахча-çимĕçрен, пулăран хатĕрленĕ блюдăсем, пылак çимĕçсем. Уявра пулса курнисем пысăк вăй-хăват илчĕç. Вĕсем савăнчĕç, кÿршĕ çыннисемпе калаçрĕç. Кунашкал мероприятисем пĕрлештереççĕ, кашни çын кăмăлĕпе ырăрах пулать. Халăх нумай вăхăт хушши киле каяс темерĕ, хăйсем хушшинче çулсерен уява килсе тăма калаçса татăлчĕç.
Хаваслăх, ăнăçу сирĕнпе пĕрлех пулччăр. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра çапла каланă: «Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр юлташ пултăр». Çакна вĕсем яланах асра тытаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Райадминистраци сайтeнчен.