03 августа 2016 г.

Хамăр район çыннин, пичетре çур ĕмĕр ытла ĕçленĕ, 12 кĕнеке авторĕн, РФ тата ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕн, чăваш журналисчĕсен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕн А.Казановăн 2015 çулта «Шÿтлĕ сăмах - тÿр сăмах» кĕнеки кун çути курчĕ. Шел пулин те, ăна авторĕ мар, унăн мăшăрĕ Л.Казанова вулакансем патне çитерчĕ, мĕншĕн тесен А.Казанов пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.
Нумаях пулмасть калавсемпе прозăлла сăвăсен кĕнекине Л.Казанова районти тĕп библиотекăна кĕнеке юратакансем валли парнелерĕ. Эпир ăна малашне татах та ăнăçу сунса тав тăватпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Р.ИВАНОВА, библиотекарь.