АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулне хатĕрленсе

03 августа 2016 г.

Вĕренÿ çулне хатĕрленсе

Çуллахи вăхăт ачасемшĕн  кану вăхăчĕ пулсан, вĕрентÿ  учрежденийĕсемшĕн вара çулла  шкулти юсав ĕçĕсемпе, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе пĕр килет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленсе ĕçленипе интересленсех тăрать. Иртнĕ кунсенче вăл Кавалти шкулта пулса курчĕ. Ку шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне çине тăрсах тăрăшнине хăй куçĕпе курчĕ Александр Иванович. Районти кивĕ шкулсенчен пĕринче хальхи вăхăтра «Вĕрентÿ учрежденийĕсенче санитарипе гигиена условийĕсем йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн санузелсем вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ. «Строитель» тулли мар яваплă общество канализаци системине, шыв пăрăхĕсен сетьне хывнă. «Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне пысăк пахалăхпа хатĕрлес ĕç - паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри. Юсав ĕçĕсем графикпе килĕшÿллĕн пыраççĕ. Шкулсем вĕренÿ çулне хатĕррине ятарлă комисси тĕрĕслеме тытăнать», - пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне райадминистрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов. Косметика юсавне ирттернĕ кабинетсене пăхса тухнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов шкул директорне А.Викторова хăш-пĕр çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтермелли çинчен асăрхаттарса каланă. «Ачасене шкулта хăтлă, хăрушсăрлăхлă пулмалла, çавăнпа юсав ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçламалла», - тенĕ А.Тихонов.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.Шишкина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика