АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ыйтăвне пур енлĕ тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ

03 августа 2016 г.

Халăх ыйтăвне пур енлĕ тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ

«Çăкăрта - пĕтĕм пурнăç», - тетпĕр. Тата унтан аслă пулма хушман. Çăкăрпа тирпейлĕ апатланмалла. Пирĕн сĕтел çинче çиме çăкăр пуличчен мĕн чухлĕ вăй хумалла! Акă тыр-пулне çитĕнтерсе хатĕр çăнăх пуличчен мĕнле кăна ĕç туса ирттермелле мар-ши?! Çакна тар юхтарса чăн ĕç хакне пĕлекен кăна ăнланать-тĕр. 

Сăмахăм районти райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество пирки пулĕ. Ку хутĕнче эпир çăкăрпа булка изделийĕсене пĕçерекен тата кондитер цехĕсенче пултăмăр. Пире предприяти директорĕ М.Федорова яланхи пекех ăшшăн кĕтсе илчĕ. Е.Иванова технолог ĕç процесĕпе паллаштарасси пирки пĕлтерчĕ. Унăн ĕçри опычĕ те пысăк, 1999 çултанпах вăй хурать, вĕреннĕ чух практикăра та кунтах пулнине каларĕ чылайранпа тăрăшакан Елена Алексеевна. Вăлах пире çăкăрпа булка изделийĕсене пĕçерекен цеха ертсе кайрĕ. Кÿрсе килекен çăнăха малтанах кунти лабораторинче тĕрлĕ енчен анализ тунине, унтан  ала витĕр кăларнинчен пуçласа хатĕр продукци таранах каласа кăтартрĕ. Халĕ çакă пĕтĕмпех тенĕ пекех автоматизациленĕ майпа пулса пырать. Çапла, асăннă цехра пурĕ 2 сменăпа вăй хураççĕ, кашнинче 3-шер çын: Н.Ефремова, Л.Туймукова, А.Семенова, Н.Матвеева, С.Рябцева, Т.Гурьева ĕçлеççĕ. Пекарьсем булкăсене çиелтен алăпа касса илемлетеççĕ. Унтан вĕсене хăпартмашкăн климат-агро шкафне вырнаçтараççĕ. Унтан «Ротор-АГРО» кăмакара пĕçерсе кăлараççĕ. Смена хушшинче çăкăрпа булка изделийĕсене мĕн чухлĕ пĕçерсе кăларасси заявка панинчен килет. Сăмахран, паянхи кун вĕсем пĕр смена хушшинче районти магазинсене тивĕçтерме 500 штук батон, 450 буханка хура çăкăр тата ытти изделисене хатĕрлеççĕ. Тепĕр цехĕнче кондитер изделийĕсене Н.Ивановăпа Н.Терентьева пĕçереççĕ. Паян вĕсем çĕнĕ рецептпа «Днепровский» пĕремĕк, шоколадлă кекс, «Снежинка» печени пĕçерсе хатĕрлесе районти лавккасене çитересшĕн, унтан халăх вĕсене кăмăлпа туянать. Палăртас пулать, паянхи куна çăкăр изделийĕсене - 57, пылак çимĕç изделийĕсене 46 тĕрлĕ туса кăлараççĕ. Ассортименчĕ вĕсен пысăк, продукцийĕ паха. Халăх та вĕсене юратса туянать. Хамăр продукцинчен ырри тата мĕн пултăр. Халĕ вĕсене туянма татах та меллĕрех, мĕншĕн тесен виçсе чĕркесех сутаççĕ. Ку тĕлĕшпе цехри упаковкăра О.Кудряшова кирлĕ виçепе чĕркесе майлаштарать. И.Григорьевăпа А.Волкова экспедиторсем хатĕр паха продукцие йышăнса районти тĕрлĕ лавккасене ăсатаççĕ. Çапла майпа кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче 9 миллион та 591 пин тенкĕлĕх продукци туса хатĕрленĕ. Виçепе илес пулсан çăкăрпа булка изделийĕсене çак тапхăрта 73 тонна, пылак çимĕçсене 16,4 тонна чухлĕ туса кăларнă. Халăх ыйтăвне пур енлĕн тивĕçтерме тăрăшаççĕ çăкăр тата пылак çимĕç изделийĕсене пĕçерекенсем. Вĕсен ĕçĕ пысăк хисепе тивĕç. Мĕншĕн тесен мĕн пĕчĕкренех «çăкăр», «çăкăр пĕçерекен» сăмахсем  пирĕн ăнлавра  ырăлăх туйăмĕсене çуратаççĕ.              

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика