АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пухса кĕртер

30 июля 2016 г.

Кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пухса кĕртер

Районта ĕççи вăхăчĕ хĕрсех пырать. Хальхи вăхăтра кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене  вырса тĕшĕлеççĕ, унпа пĕрлех  кĕркунне акса хăварма çĕр  те хатĕрлеççĕ.

Мĕн акса, лартса туса илнине агротехника требованийĕсене пурнăçласа, пĕр çухатусăр пухса кĕртме тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем.
«Сергеев В.М.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче выльăх апачĕ те хатĕрлеççĕ, кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварма çĕр те сухалаççĕ, унсăр пуçне кĕрхи культурăсене вырма та тухнă. Вĕсен канăç çухалнă, тин çеç-ха 60 гектар çинчен кĕрхи ыраша пухса кĕртрĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх тĕш-тырă пĕр гектар пуçне шутласан 35 центнер тухмалла.
«Михайлов А.В.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене планпа палăртнинчен шутласан 50 процент ытла пурнăçланă.
Карăк Çырмара пурăнакан «Яковлев В.Ю.» 15 гектар çĕре арендăна илсе ялхуçалăх продукчĕсем туса илет. Хальхи вăхăтра вăл «иккĕмĕш çăкăра» кăларма тытăнса сутма пуçланă. Çапла вара Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче «Ĕççи-2016» малалла пырать. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.НИКОНОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика