АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлени кирлĕ

30 июля 2016 г.

Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлени кирлĕ

Районти халăха пĕр чăвмавсăр таса шывпа тивĕçтерессишĕн, хытă каяшсене вăхăтра полигона ăсатассишĕн, юсав ĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлассишĕн тата  ытти тĕрлĕ пулăшу кÿрессипе те вăй хураççĕ районти «Водоканал» тулли мар яваплă обществăра тăрăшакансем. Паянхи кун асăннă предприяти епле шайра пулнипе кăсăкланса эпир унăн пуçлăхĕпе Юрий Григорьевич Ивановпа çыхăнтăмăр. 

- Ырă кун пултăр. Чăн малтанах хăвăр предприяти тытăмĕпе тата районта пурăнакансем хăтлă пурăнччăр тесе мĕнле ĕçсене пурнăçлани пирки вулакансене тĕплĕн паллаштарсан аван пулĕ.
- Паянхи кун «Водоканал» тулли мар яваплă обществăра 27 çын ĕçлет. Вĕсем вырăнти халăха таса та техĕмлĕ шывпа тивĕçтереççĕ, хытă каяшсене полигона ăсатаççĕ, çавăн пекех хальхи юсав ĕçĕсене тăваççĕ. Халăха ку е вăл тÿлевлĕ пулăшăва парассипе килĕшĕве çирĕплетсе пурнăçлаççĕ тата ытти те. 
- Юрий Григорьевич, тĕрĕсех е тĕрĕс мар, ырă е ырă мар, çапах та пĕр сас-хура çÿрет. Канаш районĕ енчен Вăрмарти полигона хытă каяшсене турттараççĕ имĕш. Çакăн пирки мĕн калама пултаратăр-ши? 
- Чăн та, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа саккунпа килĕшÿллĕн çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕчĕç. Çак тапхăртан тытăнса хытă каяшсене илсе тухмалли тата «Каяшсемпе ĕçленĕ вăхăтра экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси» программăпа квалификацине ÿстерни çинчен пирĕн свидетельство пур. Унпа килĕшÿллĕн «I-IV шайĕнчи хăрушлăх кăларса тăратакан каяшсене вырнаçтарма, вĕсене сиенсĕрлетме, тирпейлеме, турттарма, пухма ирĕк паракан» лицензи илтĕмĕр. Палăртас пулать, ăна пурне те памаççĕ. Çакă пире Раççей Федераци территорийĕнчи кирек епле организаципе е предприятипе Вăрмарти полигона хăйсен хытă каяшĕсене вырнаçтармашкăн килĕшĕве çирĕплетме ирĕк парать. Куншăн тÿлекен укçа-тенкĕ пире хамăр ĕçри тĕрлĕ расхутсене саплаштарма каять. Çавна пулах ĕнтĕ эпир лицензи илсе Канашсемпе вăхăтлăха килĕшĕве çирĕплетрĕмĕр те. Ячĕ те ĕлĕкхи пек «ТБО» мар халĕ, «ТКО» тетпĕр, вăрăмлатса каласан «твердые коммунальные отходы». Ячĕ улшăннă пулсан та тĕшши çавах. Калас пулать, пĕрремĕш çур çулхи кăтартусем тăрăх, предприятин расхучĕсем тупăшран чылай пысăк. Ку вăл шыв пăрăхĕсем кивелнипе çыхăннă, çавна май час-часах аварисем пулаççĕ; ĕçекен шыва уйăхсерен, кварталта пĕрре тĕрлĕ анализсем тăваççĕ тата ытти те. Расхутсем питĕ пысăк, çапах та пĕлтĕрхипе танлаштарсан вĕсем кăштах чакнă. Çакна Чулкас ялĕнче шыв пухăнакан вырăнта шыв насусне улăштарни те пулăшать, ку вăл электроэнергие перекетлеме май парать. Çак ĕçре район администрацийĕ нумай пулăшрĕ, «Водоканал» ĕçченĕсем те пур енлĕн тăрăшрĕç. 
- Тавтапуç. Районти миçе предприяти, организаци, уйрăм çынсем паянхи куна асăннă килĕшĕве çирĕплетнĕ? 
- Хытă каяшсене Вăрмарти полигона турттарассипе ял тăрăхĕсен 70 проценчĕ, Вăрмарти тĕрлĕ магазинсен 60, предприятипе организацисен 60, уйрăм çын предпринимательсен 40 проценчĕ кăна килĕшĕве çирĕплетнĕ. Уйрăм секторта 2 пин ытла çын пурăнать пулсан вĕсенчен 10 проценчĕ анчах килĕшÿ тунă. Ыттисем килĕшĕве çирĕплетме темшĕн васкамаççĕ-ха. Çапла вара халăх енчен 1 млн ытла парăм пурри пире тĕрлĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлама, тирпей-илем кĕртме чăрмав кăларса тăратать. Ку хутĕнче вара предприятин тăкаксене хăй çине илме тивет. 
- Расхутсем пысăк тетĕр. Çапах та вырăнта ĕçлекене ĕç укçи тÿлеме, предприятие тытса тăма укçа-тенке епле майлаштарса пыратăр?
- Чи пĕрремĕшĕ вăл - штатпа 80 çын кирлĕ пулсан, паянхи кун тĕлне предприятинче 27 çын вăй хурать. Урăхла каласан, пирĕн специалистсем нумай тĕрлĕ функцие пурнăçлаççĕ. Сăмахран, шурă кĕпе тăхăннă, галстук çыхнă пуçлăх хăвăрттăн ятарлă рабочи тумне тăхăнса насус улăштарма тухса каять тата ытти те. Иккĕмĕшĕнчен, вырăнти халăха тата ытти районсене те тухса çÿресе тĕрлĕ тÿлевлĕ пулăшу кÿретпĕр. Çакна хушса каласа хăварас килет: эпир халăха пире ăнланасса шанатпăр, ку енĕпе килĕшĕве çирĕплетменнисем ÿлĕмрен çирĕплетеççĕ пулĕ тетĕп. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен кăна пирĕн пурнăç шайĕ, эпир пурăнакан тăрăх илемленĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА калаcнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика