30 июля 2016 г.
Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче «Асăрханăр: ултавçăсем!» ятпа пресс-конференци иртрĕ. Унта республика тата районсенчи хаçат-журналсенче ĕçлекен журналистсем хутшăнчĕç. Пресс-конференцие ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕ Павел Чесанов ертсе пычĕ. Пресс-конференци чи малтанах пĕр ултавçăпа çыхăннă видеоролик кăтартнинчен пуçланчĕ. Пĕр каччă çынсене шăнкăравланă май суйса хăйне банк ĕçченĕ тесе пĕлтернĕ. Çавна май банк карточкисене блокировка тунине, карточка çинче мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ пуррипе интересленнĕ. Унтан вара карточка номерне, пароле те вăлтса ыйтма пултарнă вăл. Çапла майпа çак çамрăк çын 200 пин тенкĕ патнелле тупăш илме пултарнă. Ултавçăна вара Чăваш Ен полицейскийĕсем Челябинск облаçĕнчен тытса килнĕ. ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав пайĕн пуçлăхĕ П.Чесанов каланă тăрăх, çак каччă 14 çынна улталанине çирĕплетнĕ. Йĕкĕт пĕррехинче 3 сехет хушшинче 300 хутчен шăнкăрав тума та ĕлкĕрнĕ, 299 тĕслĕхре çынсем унăн ултав серепине лекмен, анчах та пĕр арçын вара вăл ыйтнине пурнăçлама килĕшнĕ. П.Чесанов пĕлтернĕ тăрăх, телефонпа, Интернет урлă, банк карточкисемпе усă курса улталасси кăçал республикăра пысăк хăвăртлăхпа ÿссе кайнă. Кăçалхи 6 уйăхра ку енĕпе 1152 преступление шута илнĕ. Шупашкарта вара асăннă преступлени иртнĕ çулхипе танлаштарсан чылай ÿснĕ. Улатăр районĕнче вара вăл 25 хут ÿснĕ! Пирĕн Вăрмар районĕпе илес пулсан çÿлерех асăннă ултавпа çыхăннă преступлени тăвасси иртнĕ çул 6 тĕслĕх тупса палăртнă пулсан, кăçал вара 5 тĕслĕхе шута илнĕ. Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕпе çыхăннă çĕнĕ технологисем ултавçăсене хуçисемпе курнăçмасăрах вĕсен укçине вăрлама май параççĕ. Мелĕсем пирки район хаçатĕнче пĕрре кăна мар çырнă, çапах та вĕсем çинчен тепĕр хут аса илтерни вырăнлăрах пулĕ тетпĕр. Çав шутра - банк карточкине блокировка тунă тесе пĕлтерни, çывăх çын авари туса е наркотик сутса полицие лекнĕ тесе хăратни, шăнкăравласа курьера яма, çула май ун телефон номерĕ çине укçа хума ыйтни тата ытти те. Юлашки вăхăтра Интернетри «Авито» сайтри пĕлтерÿсемпе анлăн усă кураççĕ. Ку е вăл çын хăйĕн пурлăхне сутма унта пĕлтерÿ парать. Ултавçă вара хăвăрт кăна шăнкăравлать те туянасси çинчен пĕлтерет. Вăл укçан пĕр пайне карточка çине куçарса парасшăн, çавăнпа та номерне ыйтать. Уншăн меллĕ пултăр тесе хăйĕн пурлăхне сутма пĕлтерÿ панă çын Перекет банкне кайса палламан çыннăн телефон номерне хăйĕн банк карточкипе çыхăнтарать. Çакăн хыççăн унăн карточка çинчи укçа çухалать. Е тата тепĕр тĕслĕх: «Авито» сайтри пĕлтерÿсене сутлăха кăларнă тавара туянас кăмăллă çынсем укçасăр юлаççĕ. Етĕрне çынни «Лада Ларгус» автомобиль сутни çинчен пĕлтерÿ вуланă - хуçипе телефонпа çыхăннă хыççăн ăна 170 пин тенкĕ куçарса панă. Халĕ вара укçа та, машина та çук. Çакна палăртмалла: преступниксем çĕнĕ технологисене хăвăрт алла илсе пыраççĕ. Нумайăшĕ хăйсен телефонĕ çине «900» номертен килекен пĕлтерÿсем Перекет банкĕнчен кăна пулма пултарать тесе шухăшлаççĕ. Кунта та питĕ асăрхануллă пулмалла. Ултавçăсем те хăйсен смс-пĕлтерĕвĕсене çав номертен ямашкăн вĕренсе çитнĕ. Айăплисене тупса палăртасси вара пĕрре те ансат мар. Чылай чухне вĕсене тупма май та çук теççĕ полици сотрудникĕсем. Номерĕн е хуçи паллă мар, е тата вилнĕ çын ячĕпе регистрациленĕскер. Кун пек чухне кама шырамалла? ЧР ШĔМĕн «К» пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В. Чернов банк карточкисем çинчен укçа вăрланин 12 мелне палăртать. Преступниксем карточка номерĕн юлашки номерĕсене /малти цифрăсем хăш регион, банк пулнине кăна кăтартаççĕ те - вĕсене ахалех пĕлме пулать/ тата карточкăн тÿнтер енчи виçĕ цифрăна пĕлсенех çак «электрон енчĕке» пушатма пултараççĕ. Çавăнпа та карточкăна ют çынна кăтармалла мар тата ун аллине те ан тыттарăр. Лавккара унпа усă курнă чухне номерсене алăпа хупламалла. Банкоматран укçа илнĕ чухне те чекне пĕрле илсе кайăр, урнăна ан пăрахăр. Ултавçăсем унпа та питĕ лайăх усă курма пултараççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.