30 июля 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59-мĕш номерсенче/.
Николай Васильевич ВАСИЛЬЕВ Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1942 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Кивĕ Вăрмарти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве малалла Вăрмарти вăтам шкулта ÿстернĕ. 1959 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухать.
Ун хыççăн çар комиссариачĕ янипе Вăрмарти ДОСААФăн районти комитечĕ йĕркеленĕ шоферсен курсĕнче вĕренет, водитель пулса тăрать. Тĕрлĕ организацисенче шоферта тăрăшать. 1965 çулхи март уйăхĕнче КПСС райкомĕнче ĕçлеме тытăнать. Унта 1968 çулхи сентябрь уйăхĕччен вăй хурать. Çав çулсенче ĕнтĕ вăл хăйĕн пĕлĕвне тата ÿстермеллине туйса илет. 1967 çулта Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумне заочно майпа вĕренме кĕрет те 1970 çулта ăнăçлă вĕренсе тухать, техник-механик профессине илет.
Тавракурăмне, пĕлĕвне куллен ÿстерсе пынине шута илсе пултаруллă çамрăка ĕçлеме партин Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн помощникне илеççĕ, ун хыççăн пай заведующийĕнче тăрăшулăх кăтартать.
1971-1975 çулсенче Горький хулинчи партин Аслă шкулĕнче пĕлĕве малалла ÿстерет. Унтан вĕренсе тухсан, каллех Вăрмарти парти райкомĕнче инструкторта ĕçлеме пуçлать.
1975 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа вара вун икĕ çул районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕн заместителĕ, Вăрмар поселок тата Вăрмар район Совечĕсен депутачĕ пулать. Нумай çултанпа Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн правленийĕн членĕ /1987-2005/. Раççей Журналисчĕсен союзĕн районти организацийĕн председателĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен Раççей шайĕнчи Конгресс ĕçĕ-хĕлне хутшăннă /2005, Мускав хули/. Вăл тĕрлĕ тематикăна - районти обществăпа политика пурнăçĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, промышленность, ялхуçалăх, культура, халăх вĕрентĕвĕ, граждансен правине хÿтĕлесси - çутатнă.
1987- 2005 çулсенче район хаçачĕн тĕп редакторĕ. Çĕршывра рынок условийĕсем çирĕпленсе пынă тапхăрта хаçатсем пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç пулин те, вăл ертсе пынипе коллектив ăна чăтса ирттерчĕ çеç мар, вăй илсе çĕнĕ оборудованипе пуянланса пыма пултарчĕ. Ку çитĕнÿре, паллах, тĕп редакторăн тÿпи пысăк пулчĕ. Редактор тăрăшнипе хаçат ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ ÿссе пыни те куç умĕнчех: пичетленекен материалсем содержани енчен пуянрах та интереслĕрех, хаçатăн сăн-сăпачĕ полиграфи тĕлĕшĕнчен илемлĕрех тухма тытăнчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ район хаçачĕ вулакансен юратнă хаçачĕсенчен пĕри пулса тăчĕ, мĕншĕн тесен вăл пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, пуласлăха шанма хавхалантарса пырать.
1988 çулта Н.Васильева «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăлаççĕ. 1997 çулхи март уйăхĕнче Чăваш Республикин, 2002 çулта Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ хисеплĕ ятсене панă. Раççей Журналисчĕсен союзĕ ăна ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Хисеп грамотипе наградăласа чыс тунă. Районти пичетре нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна Чăваш Республикин пичетпе информаци политикин министерствин /2001/ тата Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн, Чăваш Енри тĕнчене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комитечĕн /1992/, Вăрмар район Совечĕн депутачĕн /1992/, ЧР информаципе пичет министерствин /1996/, ЧР Патшалăх Канашĕн /2007/, Вăрмар район администрацийĕн /2007/ Хисеп грамотисемпе наградăланă. Çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсен тата журналистсен ăсталăхне пахалăх тĕлĕшĕнчен хаклассипе ирттернĕ республика конкурсĕн çĕнтерÿçи вăл /2003/. ЧАССРĕн издательство енĕпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн тата культура ĕçченĕсен профсоюз обкомĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ /1985/.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей журналисчeсен Союзeн членe.