АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Романтикăра» ачасен вăхăчĕ усăллă иртет

30 июля 2016 г.

«Романтикăра» ачасен вăхăчĕ усăллă иртет

«Романтика» ачасен сывлăхне çирĕплетмелли кану лагерĕ Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă. Ачасем кунта çуллахи каникул вăхăтĕнче кăна канайраççĕ. Лагерь территорийĕнче ачасем валли виçĕ корпус, 10 видеосăнав камери тата пушар пирки пĕлтермелли система вырнаçтарнă. Корпуссенче вĕри тата сивĕ шыв та пур, пÿлĕмре 4_5 ача пурăнать. Лагерьте канакан ачасене столовăйĕнче кунне 5 хутчен апатлантараççĕ. Вĕсене апатлантарассине «Общепит» тулли мар яваплă общество хăйĕн çине илнĕ.

Тĕрлĕ мероприятисем ирттерме клуб, кашни корпус умĕнче беседкăсем, тĕрлĕ вăйăсем выляма площадкăсем те пур. Тĕп корпусра интернетпа усă курма компьютер вырнаçтарнă. Ачасене Вăрмарти физкультурăпа спорт комплексне шыва кĕме илсе каяççĕ.
Лагерь директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Татьяна Германовна Гаврилова ачасене пур енлĕн аталантарма тăрăшать. Педагогсен персоналĕ12 çынран тăрать. 
Халĕ виççĕмĕш смена пырать. Вăл июль уйăхĕн 17-мĕшĕшче пуçланнă та августăн 6-мĕшĕнче пĕтет. Паянхи кун лагерьте 73 ача канать. Республикăри тĕрлĕ районсенчен: Куславкка, Канаш, Патăрьел, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Вăрмар тăрăхĕсенчи ачасем хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Ачасемпе Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем, вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. 
Лагерĕн хăйĕн йăли пур. Ятарласа пĕр кун уйăрса ачасене Раççей çăмăл атлетики, 2012 çулхи Олимп вăййисен бронза призерĕ Татьяна Архипова çуралса ÿснĕ яла экскурсие илсе каяççĕ. Унсăр пуçне смена вĕçленеспе «Мисс и Мистер «Романтика» мероприяти иртет. Унта сменăра хăйсене лайăх енĕпе кăтартнă ачасене палăртаççĕ. Смена пуçланнă тата хупăннă ятпа ирттерекен мероприятисене Вăрмар район, район администрацийĕн пуçлăхĕсене, вĕрентÿпе çамрăксен политикипе спорт управленийĕн начальникне, хăнасене, ашшĕ-амăшĕсене чĕнеççĕ. Вожатăйсем хăйсем тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем шутласа кăлараççĕ. 
Кружок ĕçĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ: «Каратэ», «Самбо», «Теннис», «Футбол», «Ритмика», «Умелые ручки», «Веселое караоке», «Сценическое искусство», «Волшебные краски». Вĕсене ертсе пыракансем опытлă педагогсем тата тренерсем. Смена вăхăтĕнче ачасене район тата республика шайĕнчи ăмăртусене, конкурссене хатĕрлеççĕ. Ачасем юнашар ялсенчи футбол командисемпе футболла, пĕр-пĕринпе шашкăлла, шахматла выляççĕ. 
Ачасене кунта канма питĕ килешет. Вĕсем хăйсем валли хăш-пĕр уявсене хăйсемех хатĕрлеççĕ. Хамăра хамăр савăнтарни кама ан килĕштĕр? 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Ильина, ЧПУ студенчe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика