30 июля 2016 г.
Кăçалхи июлĕн 22-24-мĕшĕсенче Шупашкарти «Олимпийский» тĕп стадионта çăмăл атлетикăпа ветерансем хушшинче Раççей чемпионачĕ пулса иртрĕ. Унта пирĕн çĕршыври тĕрлĕ облаçсенчен тата республикисенчен командăсем килсе çитнĕ, пурĕ - 600 çынна яхăн. Ăмăртусене 35 çултан пуçласа 90 çул таранчченхи çынсем хутшăнчĕç. Вĕсем çăмăл атлетика спорчĕн пур енĕпе те тупăшрĕç.
Пирĕн районтан унта 6 çын хутшăнчĕ. 50-55 çулхисем хушшинче 400 метр чупса Н.Павлов /Чулкас/ - 6-мĕш вырăн, çак категоринчех - Н.Григорьева /Чупай/ 400 метрлă дистанцие чупса - 6-мĕш, 1500 метрлă дистанцире - 5-мĕш; 35-40 çулхисем хушшинче 400 метр чупса Л.Гаврилова /Арапуç/ 6-мĕш вырăн йышăнчĕ, А.Ноздрин ?Чупай/ 60-65 çулхисем хушшинче 5 çухрăма хăвăрт утса тухса 3-мĕш, вăлах 10 çухрăм утса - 2-мĕш; палăртас пулать, Çĕнĕ Вĕренерте çуралнă, халĕ Шупашкарта пурăнакан пирĕн ентеш те Н.Иванов /И.Иванов велосипедистăн пиччĕшĕ/ 5 тата 10 çухрăм чупса пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕ. К.Иванов /Кивĕ Вăрмар/ 75-80 çулхисем хушшинче 10 çухрăма парăнтарчĕ, 4-мĕш тухрĕ, Н.Михайлов ?Кивĕ Вĕренер/ çак çултисем хушшинчех 10 çухрăма чупса 3-мĕш пулчĕ, 5 çухрăма чупса вара - 4-мĕш. Унтан çÿлерех палăртнă ветерансем - К.Ивановпа Н.Михайлов эстафетăра ăмăртрĕç, 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çапла вара пирĕн район ветеранĕсем Раççей чемпионатĕнчен хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрчĕç, 4 медальпе тата дипломпа таврăнчĕç. Çак шайри чемпионатра 5-6-мĕш вырăнсене йышăнни те пысăк çитĕнÿ шутланать, мĕншĕн тесен тупăшакансем хушшинче Раççей, Европа тата Тĕнче чемпионачĕсене хутшăнса тĕрлĕ медальсене çĕнсе илнĕ ветерансем питĕ нумаййăн пулчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.МИХАЙЛОВ, спорт ветеранe.