30 июля 2016 г.

Çут çанталăк илемĕ ытларах чухне çуллахи кунсенче палăрать. Юсав ĕçĕсене те ăшă вăхăтра пурнăçлаççĕ. Кам кĕпер тăвать, хăшĕсем пуррине юсаççĕ, çĕнĕрен ăсталаççĕ тата ытти те.
Çак йĕркене Кĕтеснер ял тăрăхĕнче çирĕп тытса пыраççĕ. Акă, нумаях пулмасть кунта «Ялаки» çăлкуçа юсаса реконструкцилерĕç. Мĕн ĕлĕкрен ватăсем çăлкуçа тасатса, тирпейлесе тăракана çав тери хисепленĕ. Çапла пулмасăр, таса та тутлă çĕр айĕнчен тухакан шыв ял пурнăçĕн пуçламăшĕ-çке! Сипетлĕ сивĕ шыва ĕçсен ывăнни те таçта кайса кĕрет. Çавăнпа та çăлкуçсене кашни ялтах тирпейлесе тăмалла, пĕтме памалла мар. Вăл - çут çанталăкăн пуянлăхĕ, ăна упрамалла.
Ял тăрăхĕнче çăлкуçа юсас ĕçре О.Иванов, М.Егоров тата ялта пурăнакан ытти çынсем хастарлăх кăтартрĕç. Таврари çăлкуçсене пурте вĕсем пек тĕслĕх кăтартса тирпейлес пулсан мĕнлерех аван пулмалла та.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.КОНСТАНТИНОВА. Кeтеснер ялe.