АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿсем пулĕç

27 июля 2016 г.

Иртнĕ эрнери чи паллă событисенчен пĕри - Чăваш Республикин руководителĕсемпе Китай делегацийĕн представителĕсем ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăнни.

Китай Халăх Республикин хăнисем пирĕн республикăри социаллă тĕрлĕрен объектсене çитсе курнă. Китайри Аньхой провинцийĕн делегацийĕн пуçлăхĕ Лю Ли пирĕн республикăра ачасене ытларах тимлĕх уйăрнине палăртнă. Культура енĕ питех те кирлĕ пулсан та, экономика тĕп вырăнта пулнă. Икĕ енĕшĕн те ку тĕл пулу пĕрремĕш мар. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата республикăри министрсен Кабинечĕ инвестицисене илĕртекен политикăна тăтăшах тытса пыраççĕ. Çак политика çитĕнÿсем тума пулăшать те ĕнтĕ. Чăваш Ен - инвестици климачĕн лидерĕсен шутĕнче. Çакна Китай çыннисем тивĕçлипе хаклаççĕ.
Тĕслĕхе «Чăваш Ен - Сычуань» агропарк проекчĕ те çирĕплетсе парать. Вăл выльăх-чĕрлĕх тата теплица комплексĕсем тăвассине, пахча-çимĕçе уçă вырăнта туса илессине пăхса тухать. Проектпа 15 пин мăйракаллă шултра выльăх пулассине палăртнă. Чи пĕлтерĕшли вара - ялхуçалăх продукчĕсене туса илсе тирпейлемелли пысăк агрокомплекс тума палăртни. Хамăр чĕр-тавартанах пысăк пахалăхлă апат-çимĕç продукчĕсем: кăлпасси тата ытти аш-какай, сĕт продукчĕсем, пахча-çимĕç. Вĕсене тивĕçтерекен логистика центрĕсемпе хранилищĕсем те пулĕç. Апла пулсан çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕç.
Июлĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Сычуань провинцийĕн вице-кĕпĕрнаттăрĕпе тĕл пулса çак ĕçсем пирки тата ытти проектсене ĕçе кĕртес енĕпе калаçнă. Июлĕн 20-мĕшĕнче Аньхой провинцийĕн делегацийĕ Шупашкарта пулнă. Кунта Китайри партнерсем Чăваш Енĕн экономикăпа культура потенциалĕсен ятарласа хатĕрленĕ презентацийĕпе паллашнă. Республика, Шупашкар хула тата хăш-пĕр пысăк предприятисен руководителĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура Китайри партнерсем тухса калаçнă вăхăтра хăйсем пур енĕпе те кăсăкланнине палăртнă. Унтан хăнасемпе тĕл пулăва хутшăннă хамăр республика çыннисем Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Унта китай культурин хальхи вăхăтри центрне чаплă лару-тăрура уçнă тата пирĕн республикăри çак аслă вĕренÿ заведенийĕпе Аньхой университечĕ малашне туслă ĕçлесси пирки Килĕшÿ çине алă пуснă. Çак туслă çыхăну тахçантанпах пырать, калаçу ăна татах та вăйлатса анлăлатасси пирки пулнă. Китай тата чăваш артисчĕсемпе спортсменĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартни ĕçлĕ тĕл пулăва татах та илемлетнĕ. Китайри партнерсем Августа Уляндина ертсе пыракан коллектива хыттăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Пирĕн куракансем китай ташшисемпе каллиграфи искусствине, кун-фу кăтартăвне пăхса савăннă. Инвестици проектне пурнăçа кĕртни Чăваш Ен экономикине вăйлă аталанма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, республика халăхĕн пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика