27 июля 2016 г.

Ĕнер пирĕн районта ĕçлĕ визитпа ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев пулчĕ. Михаил Васильевичпа пĕрле РФ Патшалăх Думин депутачĕ, вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ А.Аршинова, ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ, Финанс министрĕ С.Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов, ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ В.Емельянов, республикăри «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тухтăрĕ Ю.Зорин килсе çитнĕ.
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев 8 сехет те 20 минутра «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн тырă уйне çитме те ĕлкĕрчĕ. Çамрăк фермер тырă вырма июлĕн 19-мĕшĕнчех тухнă. Çак кун тĕлне 100 гектар ытла çĕр çинчи кĕрхи тулла пухса кĕртнĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх вăтам тухăç пĕр гектартан 25 центнерпа танлашать. Владимир Анатольевича нумай пулмасть кăна туяннă çĕнĕ комбайнăн ĕç тухăçлăхĕ савăнтарать. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене 2825 гектар çинче акнă. Выльăх-чĕлĕхе хĕл каçарма 960 гектар çинче утă хатĕрлесе илеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 300 пуç, вĕсенчен 115-шĕ сăвакан ĕнесем.
Вырма пыракан уя çитсен Михаил Васильевич çитĕнсе çитнĕ тулă пучахĕсенчи тырă пĕрчисене тутанса пăхрĕ, вĕсен пахалăхне, клейковина шайне палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Владимир Анатольевичпа хуçалăхăн малаллахи ĕç планĕсене, туса илнĕ продукцие вырнаçтармалли майсене тата ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç. М.Игнатьев хуçалăхра тăрăшакансен ĕç укçийĕпе те интересленчĕ. «Ĕç тухăçлăхне кура комбайнерсемпе механизаторсен ĕç укçине ÿстермелле. Çакна кура çамрăксем ялта ытларах пулĕç. Ĕçе чун-чĕререн пурнăçласан ăнăçу пулатех», - терĕ М.Игнатьев çамрăк фермера малашне те ăнăçу сунса.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май М.Игнатьев çапла каларĕ: «Паянхи кун тĕлне республикăри пур районсенчи хуçалăхсем те вырмана тухнă. Çирĕплетсе калатăп, кăçал тухăç аван пулать, тырă пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра. Патшалăх пулăшăвне тата тырра вырнаçтармалли хаксем аван пулнине кура хуçалăх пуçлăхĕсем аван тупăш илме пултараççĕ, юлашки 10 çулта кун пекки пулман-ха», - тесе пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне Михаил Васильевич.
Малалла ĕçлĕ çулçÿрев Кивĕ Шулханалла пулчĕ. Кунта Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев, яваплă çынсем ФАП уçнă савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕç. Фельдшерпа акушер пунктне уçнă çĕре ял халăхĕ чылай пухăннă. Михаил Васильевич вĕсемпе тĕл пулса шухăшĕсемпе интересленчĕ, ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Ытларах аслă ÿсĕмри çынсем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусемпе калаçрĕç. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне хăпартма, ăна медицина оборудованийĕпе тивĕçтерме ЧР бюджетĕнчен 2 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. ФАП тулашĕнчи ĕçсене, унăн территорине хăтлăх кĕртес ĕçсене вырăнти бюджетран пурнăçланă. Медицина учрежденийĕ тавра тимĕр карта тытнă, чечексем лартса илемлетнĕ.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов уçрĕ, ял çыннисене çĕнĕ ФАП уçнă ятпа саламларĕ, кунта чирличчен маларах килсе тĕрĕсленсе тăма сунчĕ. М.Игнатьев паянхи кун ял халăхне медицина пулăшăвĕ парассипе лайăх ĕçлекен инфраструктура туса хунине палăртнă.
«Юлашки çулсенче республикăра 100 ФАП хута янă. Йывăрлăхсене пăхмасăрах эпир тата тепĕр 50 ФАП, вĕсенчен 24-шне кăçалах хута яма палăртатпăр. Вĕсене пурне те медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ, персонала ĕçлеме, пациентсене йышăнма, процедурăсем ирттерме кунта пур условисем те çителĕклĕ. Çавăн пекех ФАПсенче вĕри шыв пурри те пĕлтерĕшлĕ. Çитес вăхăтра Мăнçырма ялĕнче те çакăн пек медицина учрежденийĕ хăпартма палăртатпăр», - терĕ М.Игнатьев. Ялта пурăнакансем ЧР Пуçлăхне, медицина учрежденин строительствине хутшăннă ытти çынсене пурне те тав турĕç. Кивĕ Шулханта пурăнакан 82 çулхи ĕç ветеранĕ Мария Михайлова ял çыннисен ятĕнчен фельдшерпа акушер пунктне хута янăшăн тав сăмахĕ тухса каларĕ. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнине палăртса хĕрлĕ лентăна каснă çĕре Республика Пуçлăхĕ ялти ачасене пуçтарчĕ. Аслисем пулăшнипе ачасем çак тивĕçе хаваспах пурнăçларĕç. Çĕнĕ ФАПра Зоя Аскольдовна Егорова фельдшер ĕçлеме тытăнчĕ.
Вăрмар районĕнче юлашки 3 çулта 3 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă /Кивĕ Вăрмарта, Çĕнĕ Мăнтăрта, Çÿлти Кинчерте/.
ФАП пулни ял халăхĕшĕн, паллах, калама çук пысăк савăнăç. Ялта пурăнакансем малашне кунта культура çурчĕ тумалли пирки те сăмах хускатрĕç.
Малалла М.Игнатьев ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн районти культурăпа кану центрĕнче Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе, предприятисемпе учрежденисен, организацисен руководителĕсемпе, федераллă тата республикăри службăсен, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă.
Калаçу уççăн та пĕлтерĕшлĕ пуçланчĕ, ĕçре палăрнисене чысларĕç. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кашни сферăри кăтартусем экран çинче куç умне тухса тăчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен район аван ĕçлесе пыни палăрчĕ: ялхуçалăх сферинче 10 ялхуçалăх предприятийĕ тата 56 хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем вăй хураççĕ, кăçал йĕркеленнисем те аталанса пыраççĕ. Пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсене шута илсен кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мăйракаллă шултра выльăхсемпе кайăк-кĕшĕк йышĕ 2,1 тата 1,6 процент ÿснĕ. Аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси те пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чылай нумайрах. Кăçал районта фермер хуçалăхĕсене аталантарса пырса мăйракаллă шултра выльăх йышне те ÿстерме тĕллев лартнă, «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкцилеме палăртнă, ку ĕçсене вăл пуçăннă та темелле. «Иванов Н.А.» хресчен /фермер/ 50 пуç сăвакан ĕне вырнаçмалăх вите хута янă, «Михайлов А.В.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ мăйракаллă шултра выльăхран аш-какай туса илме тĕллев лартнă, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество аш-какай туса илессипе пĕрремĕш çул кăна ĕçлемест ĕнтĕ, унăн тĕллевĕсем, малашлăх плансем татах та анлă. Районти промышленность производствинче те ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Вак предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3,1 процент ÿснĕ, вĕсен шучĕ 710 танлашнă, çав шутра уйрăм çын предпринимательсен шучĕ 7 çын таранччен ÿснĕ. Александр Иванович ку сферăри ĕç-хĕлпе те тĕплĕн паллаштарчĕ.
2016 çулхи 6 уйăхра тĕрлĕ çăлкуçсемпе усă курса пирĕн районта 2062 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Ку сферăра ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ программăсемпе ĕçлесе пырса туса ирттернĕ ĕçсем пурне те кăсăклантарчĕç.
Вĕрентÿ, медицина учрежденийĕсенчи туса ирттернĕ ĕçсем, обществăлла апатлану кăтартăвĕсем, пĕрлештернĕ бюджет пĕтĕмлетĕвĕ, халăха ĕçпе тивĕçтересси, вăтам ĕç укçи тата ытти тĕрлĕрен кăтартусем пирки пычĕ калаçу.
«Пур ĕçсене те палăртнă вăхăтра пурнăçлама тăрăшатпăр», - терĕ Александр Иванович.
Унтан ĕçлĕ ушкăнри яваплă çынсем пĕрин хыççăн тепри тухса калаçрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен пурте вĕсем çине тăрса ĕçлесе малалла шанчăклăн пăхмаллине палăртрĕç.
Юлашкинчен ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев тĕрлĕ ыйтусем çине хурав парса пирĕн район çыннисем ĕçчен те пултаруллă пулнине палăртса сывпуллашрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА, А.НИКОЛАЕВА.