23 июля 2016 г.
.jpg)
Карăкçырмара çуралса ÿснĕ, çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерне Зоя Геннадьевна Миролюбовăна спорта юратакансем лайăх пĕлеççĕ. Хĕрарăмсем хушшинче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă районти чи малтанхи хĕр ача вăл.
1962 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче çуралнăскер, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне çăмăл атлетикăна килĕштернĕ. Ю.Архипов тренер тăрăшнипе спортри ăсталăхне ÿстерсех пынă. Районта тата республикăра ирттерекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнать, лайăх результатсем кăтартать.
1978 çулта Шупашкарта Чăваш Республикин çуллахи VII Спартакиади иртнĕ. Район чысне Карăкçырма хĕрĕ пултаруллă хÿтĕленĕ. Çитĕнсе çитнисем хушшинче 1500 метра чупса виççĕмĕш вырăна тухать.
1979 çулта Чăваш ялхуçалăх институтне агрономи факультетне вĕренме кĕрет. Спортри ăсталăха ÿстерме майсем кунта татах та ытларах. Çуркуннехи кросра Зоя Миролюбова республика чемпионки пулса тăрать.
Украина ССРĕнчи Никополь хулинче иртнĕ Пĕтĕм Союзри ялти спортсменсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнать.
1982 çулта çăмăл атлетикăпа аслă вĕренÿ заведенийĕсем хушшинче Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем пулнă. 30 километрлă дистанцие Зоя чи малтан вĕçленĕ, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
1984 çулта чăваш ялхуçалăх институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать. Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» ялхуçалăх производство кооперативĕнче агрономра ĕçлеме пуçлать.
1988 çулта çăмăл атлетикăпа Киевра ирттернĕ СССР чемпионатĕнче ялти спортсменсем хушшинче призер пулса тăрăшать, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать.
2007-2010 çулсенче Çĕнĕ Шупашкарти «Агролидер» тулли мар яваплă обществăра агрономра тăрăшать.
2010 çултан пуçласа Куславкка районĕнчи Василий Николаевич Семенов хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн агрономĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2016 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче кăларнă 77-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн ялхуçалăх тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Зоя Геннадьевна Павловăна ?Миролюбовăна/ «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят панă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.