23 июля 2016 г.
.jpg)
/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57-мĕш номерсенче/.
17 çул хушши - 1970-1987 çулсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн редакторĕ пулса ĕçленĕ Чăваш АССРĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ванифатий Андреевич Андреев. Кăçал, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, вăл пурăннă пулсан 90 çул тултаратчĕ. Шел пулин те, иртнĕ çул пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ вăл.
В.Андреев Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче 1926 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. 15 çултах ăна ял Совет секретарьне лартаççĕ, унтанах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса каять, çапăçура аманса киле таврăнать. Каярахпа райĕçтăвкомра, комсомол, парти райкомĕсенче вăй хурать. 1961-1964 çулсенче «За коммунизм» колхозра партком секретарĕнче ĕçлетчĕ вăл. Хаçат редакцийĕнче пĕр страницăллă нумай тиражлă «Коммунизмшăн» стена хаçачĕ кăларса тăнă. Кашни уйăхрах 1000 экземпляр тиражпа пичетленĕ ăна. Стена хаçачĕ кăларса тăни каярахпа районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ çулсенче те самаях пулăшрĕ пулмалла ăна. Çав çулсенче эпĕ ВЛКСМ райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ май, комсомол организацийĕн ĕçне лайăхлатас енĕпе пулăшу ыйтма лекетчĕ. Комсомолецсемпе çамрăксен пухăвĕсене, тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах хутшăнатчĕ, тухса калаçатчĕ, усăллă канашсем паратчĕ.
1970 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 1975 çулхи сентябрь уйăхĕччен мана унпа пĕрле хаçат редакторĕн заместителĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Çавăншăн савăнатăп кăна.
1987 çулхи май уйăхĕччен пĕр улшăнмасăр район хаçачĕн редакторĕнче тăрăшрĕ. Чăваш АССРĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕç пулчĕ. Унăн ятне районти Хисеп кĕнеки çине кĕртнĕ, ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн хисеп грамотипе, «Хисеп палли» орденпа, Отечественнăй вăрçă II степеньлĕ орденпа наградăланă, икĕ хутчен КПСС райкомĕн бюро членĕ пулнă, 8 хутчен район Совечĕн депутатне суйланнă. Вăл редакторта ĕçленĕ çулсенче çирĕп коллектив тĕвĕленнĕ. И.Иванов, А.Белова, П.Петров, В.Афиногенов, В.Миронов, Н.Васильев журналистсем редакцире 25-30 çул ĕçленĕ, хаçат тиражĕ 3400 экземпляртан 6900 экземпляра çитнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та икĕ тапхăр хушши ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти советне ертсе пынă, унăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Обществăлла ĕçре те хастарлăх кăтартнăшăн ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Пĕтĕм Союзри Канашĕ 1989 çулта В.Андреева Хисеп грамотипе наградăласа чыс тунă. Обществăлла ĕçе яланах активлă хутшăннă, пĕрмаях район библиотекине шкул ачисемпе тĕл пулма васканă.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей журналисчeсен Союзeн членe.