АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тытăнсан ĕç малаллах каять, ăнăçу та пулать

23 июля 2016 г.

Тытăнсан ĕç малаллах каять, ăнăçу та пулать

«Ĕçлекен çынна ĕç яланах тупать», - теççĕ халăхра. Ку чăнахах та çапла. 

Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Иванпа Дмитрий Ивановсем пирки те çаплах каламалла. Вĕсем ялхуçалăхне аталантарас, тăван вырăнта çĕрсем пушă ан выртчăр тесе тăрăшни куç умĕнчех. Иван Геннадьевич тăван ялĕнче хальхи вăхăтри ялхуçалăх техникисем туянса пĕрчĕллĕ культурăсемпе тымар çимĕçсем туса илессипе нумайранпах вăй хурать. Дмитрий Геннадьевич та çĕр ĕçĕпе ĕçлеме килĕштерет. Акă, вăл «Свебрата» тулли мар яваплă обществăра управляющи пулса вăй хурать. Вĕсем халĕ пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă. Иртнĕ уйăхра Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов «Свебрата» тулли мар яваплă обществăн учредителĕпе ?швед çыннипе/ тĕл пулнине эпир хаçат урлă пĕлтернĕччĕ. Вĕсем çак тĕлпулура усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсенче шведсен технологийĕпе усă курса пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерме шухăшланине ырланах ĕнтĕ. 
«Свебрата» кăçал 1634 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă. Çавăнпа та вĕсем хамăр районти Энтрияль ял тăрăхĕн территоринче ялхуçалăх категорине кĕрекен 459,1 гектар çĕре, унсăр пуçне Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи 915 гектарне арендăна илсе ĕçе пуçăннă. Хăйсен тăван ялĕнчи - Энĕшпуçĕнчи - 260 гектар çĕре те пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Умра - пысăк яваплăх. Çак лаптăксем çинче ĕçлес пулсан кĕреçе-сенĕкпе май килместех. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕн техника паркне те çĕнĕрен те çĕнĕ техникăсемпе пуянлатрĕç. Акă, нумаях пулмасть /ытти çĕнĕ техникăсемсĕр пуçне/ вĕсем хăйсен вăйĕпе 6 тĕрлĕ функцине пурнăçлакан 410 лаша вăйлĕ, хальхи вăхăтри çĕнĕ технологиллĕ VADERSTAD Spirit-800S сеялка туянчĕç /ÿкерчĕк çинче/. Техникисем пулсан, хуçисем тăрăшсан ĕç вырăнтан тапранатех. Çапла вара ĕçе пуçăнсан вăл малаллах кайĕ. Пирĕн вара çĕре хисеплесе ĕçлекен ĕçченсене ăнăçу сунмалли кăна юлать.


Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика