АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ

23 июля 2016 г.

Пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ

Çулла ял халăхĕшĕн пахча ĕçĕ кăна мар, тĕрлĕ строительствăпа юсав ĕçĕсем пурнăçламалли вăхăт та. А.Пушкинах хăйĕн пĕр сăввинче пирĕн тăрăхри çул-йĕре кăнтăрти хĕлĕн кулăшĕ тесе каланăччĕ, çавăнпа та кĕске хушăрах пурне тума та ĕлкĕрмелле.

Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн администрацийĕ те çакна шута хурса укçа-тенкĕ çитнĕ май яла тирпей-илем кĕртес, инфратытăма çĕнетес тесе чылай ĕç пурнăçлама палăртнă. Нумаях пулмасть-ха кунти Виçпÿрт касси çывăхĕнчи шыв башнин кранĕсемпе вентилĕсене юсаса çĕнетрĕç, улăштарчĕç. Çакна ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, ăста сварщик Н.Семенов пурнăçларĕ. 
Енкерей çырми урлă хывнă, Ешкипе тата Мерекасси урамĕсене çыхăнтаракан кĕпер те кивелсе çитнĕччĕ. Вăрмар поселокне кайса килме çынсен çулне чылай кĕскетекен каçă урлă çÿреме те шиклĕччĕ. Çак кунсенче кĕске вăхăт хушшинчех бетон юпасем хывса карлăклă çĕнĕ кĕпер çĕкленчĕ. Çак ĕçре ял çыннисем Н.Еньков, С.Николаев, М.Григорьев хастарлăх кăтартрĕç. Халĕ çынсем çак каçă урлă хуть те хăш çанталăкра та ирĕккĕн çÿреме пултарĕç. 
Уйкаспа Туçи кассисене çыхăнтаракан кĕпер те хавшаса пырать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов ăна та май тупса çĕнетесшĕн.
Çапла вара Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче пĕр енчен илсен пысăках мар та, анчах питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика