АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕш тырă тухăçĕ савăнтартăр

23 июля 2016 г.

Тĕш тырă тухăçĕ савăнтартăр

Иртнĕ канмалли кунсенче çине-çинех çунă çумăр пучах çавăрнă культурăсемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Ун хыççăнах уяр та ăшă кунсем тăчĕç. Çавна кура республикăра, районта тыр-пултан, пахчаçимĕçрен лайăх тухăç илес шанчăк пур.

Çу кунĕ хĕле тăрантарать, теççĕ ваттисем. Çавна пула та çуллахи вăхăтра кашни сехет паха. 
Уй-хирте тулли пучахсемлĕ тулă тинĕс евĕр пĕр тикĕссĕн кашлать. «Иванов В.А.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче пурĕ пĕрчĕллĕ культурăсене 3 пин ытла гектар çинче акса хăварнă.
Акă, çак кунсенче Чупай ял тăрăхне кĕрекен «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ аренда шучĕпе илнĕ 250 гектар чухлĕ çĕр лаптăкĕ çинче çитĕннĕ «Московская - 59» сортлă кĕрхи тулăна вырма тухрĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен тĕп тĕллевсенчен пĕри - тĕш тырра пĕр тăкаксăр тата вăхăтра пухса кĕртесси. Çавна май асăннă хуçалăхра вăй хуракансем çанталăкăн кашни уяр кунĕпе тухăçлăн усă курса юлас тесе тăрăшаççĕ. Вырма ĕççине тухнă тин çеç кÿрсе килнĕ “ACROS-550” ятлă çĕнĕ «хир карапне» тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курас тĕллевпе ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхи сывлăм ÿкичченех П.Степанов комбайнер тата В.Ширков водитель пуçарулăх кăтартаççĕ. Кунне 25-30 гектар чухлĕ тырă выраççĕ. Акă, малтанлăха палăртнă тăрăх, пĕр гектартан сахалтан та 25 центнер тулă тухасса шанаççĕ. Тыррине «Чăвашхлебопродукт» акционерсен обществин хамăр районти тырă йышăнакан пунктне /элеватора/ ăсатаççĕ. Калаçуран асăннă хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов тырă выракансен ĕçĕпе кăмăллă пулни палăрчĕ. В.Ширков КамАЗ водителĕ тулли автомашинăпа район центрне васкать. «Кун пек лайăх çанталăк тăрсан палăртнă лаптăкри тĕш-тырра хăвăртах пухса кĕртме тăрăшăпăр», - пĕлтереççĕ кунта вăй хуракансем. Çанталăкĕ лайăх тăтăр кăна.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика