АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен шанăçне тÿрре кăларасчĕ

23 июля 2016 г.

Çынсен шанăçне тÿрре кăларасчĕ

Юнкун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.  Унăн темисем çаксем пулчĕç: «Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018-2019 çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен» 2016 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнчи ЧР Пуçлăхĕн 72-мĕш номерлĕ Указĕ; Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсенче 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшăвăн тÿлев виçи улшăнни çинчен; пушар хăрушсăрлăхĕпе тата шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă мерăсене тытса пырасси, хамăр пурнăçпа пурлăха страхлас тĕлĕшпе сĕнÿсем парасси; выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç епле пыни çинчен. Çавăн пекех республикăра ялхуçалăх çыравĕ еплерех пынине сÿтсе явасси. 

Район пуçлăхĕ М.Пуклаков телейлĕ амăшĕсене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене тыттарчĕ, амăшĕн капиталĕпе усă курмалли майсемпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ пулăшăва интернет урлă усă курса илме май пурри çинчен каларĕ. «Амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ амăшĕсем кăçал çак капиталтан 25 пин тенкине укçан илме пултараççĕ», _ терĕ Михаил Анатольевич. Хаклă документа ку хутĕнче Энĕшпуçĕнчи Ксения Кириллова, Вăрмар поселокĕнчи Елена Чекалинăпа Елена Левина илчĕç.

Информушкăн йышĕнче пирĕн района Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова ертсе пынипе «Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекин» директорĕ Т.Григорьева, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин вĕрентÿ сферинче надзорпа контроль управленийĕн патшалăх аккредитацийĕпе вĕрентÿ пахалăхне патшалăх енчен контрольлессипе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕ М.Скриневская, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев килсе çитнĕ. Информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов уçрĕ. Унтан сăмах Т.Казаковăна пачĕ. Вăл халăхпа тĕл пулусем активлă иртмелли пирки, вĕсен ыйтăвĕсене туллин çутатса памалли çинчен каларĕ. «Хăш-пĕр ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ те кирлĕ мар, кашнин яваплăха туйса ĕçлени кирлĕ», - терĕ Т.Казакова. Сăмах май, Татьяна Васильевна çынсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе Элĕк районĕнче ял çыннисем черетпе каçхи хурала тухни çинчен каларĕ. Малтанах кăмăлсăррисем пулнă, каярах вара çынсем çакна йышăннă иккен. 
ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин вĕрентÿ сферинче надзорпа контроль управленийĕн патшалăх аккредитацийĕпе вĕрентÿ пахалăхне патшалăх енчен контрольлессипе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕ М.Скриневская амăшĕн капиталĕпе усă курса çемьери аслă ачасене вĕренме янă чухне вĕрентÿ заведенийĕн патшалăх аккредитацийĕ пуррипе çуккине тĕрĕслесе тăмалли пирки каларĕ, мĕншĕн тесен вĕрентÿ заведенийĕн патшалăх аккредитацийĕ çук пулсан, кун пек чухне амăшĕн капиталĕпе усă курма пулмасть.
Информушкăн членĕсем 5 ушкăна пайланса Вăрмар хула, ял тăрăхĕсене саланчĕç. Вăрмар поселокĕнче, Чупай, Шăхаль, Пинер, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче пулса унти халăхпа куçа-куçăн калаçрĕç.
Вăрмар поселокĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова поселокра пулчĕç. Информкун ыйтăвĕсене вĕсем Вăрмар райповĕн, Вăрмарти тырă йышăнакан предприятин коллективĕсемпе, тĕп библиотекăн вулаканĕсемпе сÿтсе яврĕç. Пĕрремĕш ыйтупа калаçнă май Т.Казакова паянхи экономика аталанăвĕн çăмăл мар условийĕсенче патшалăх политикин тĕллевĕсене ЧР бюджет политикин тĕп тĕллевĕсене пурнăçласан кăна тума май пурри çинчен каланă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç активлă пынипе пĕрлех кĕрхи культурăсене вырса пухас ĕç пуçланни çинчен каларĕ. Пĕрремĕш «хир карапĕсене» уя «Иванов В.А.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн ĕçченĕсем кăларчĕç. 
Çулталăк пуçланнăранпа районта 2 çын шывра путса вилнĕ, регистрациленĕ пушарсен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан сахалрах. Палăртнă ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн информушкăн членĕсем поселока хăтлăх кĕртмелли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулне кунта еплерех хатĕрленнипе паллашрĕ. Федераллă тата вырăнти бюджетсенчен çак шкул валли спорт оборудованийĕпе инвентарĕсем туянма укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак вăхăтрах шкулти спортзалта малярсемпе сантехниксен, плитка саракансен бригадисем ĕçлеççĕ. Яваплă çынсем поселокри культурăпа кану паркĕнче те пулса курчĕç.
Энĕшпуçĕнче район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин вĕрентÿ сферинче надзорпа контроль управленийĕн патшалăх аккредитацийĕпе вĕрентÿ пахалăхне патшалăх енчен контрольлессипе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕ М.Скриневская, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикипе спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов пулчĕç. Чи малтанах информушкăн членĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе О.Ивановпа тĕл пулса ялта культура çурчĕ хăпартма пуçланичченхи ĕçсем пынипе интересленчĕç. Культура çурчĕ çак ял тăрăхне татах та пысăк сум кĕртĕ. Вăл ял центрĕнче вырнаçĕ. Энĕшпуçĕнче ытти ял тăрăхĕсемпе танлаштарсан пурнăç вĕресе тăрать темелле. Ял администрацийĕн территорийĕнче пушар деповĕ, теплица пур. Ĕçлĕ ушкăн ял администрацийĕнче, шкулта, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, ялти суту-илÿ лавккисенче пулса кунти çынсемпе тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç. Шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли хатĕрленеççĕ, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче информушкăн членĕсем кунта ĕçлекенсен ыйтăвĕсене тимлесе итлерĕç, вĕсене шута илсе çÿллĕрех шая çитерсе татса пама шантарчĕç. Кунти медицина офисĕн çивиттине юсамалла, никĕсне çирĕплетмелле. З.Изосимова, Н.Сидорова, Л.Сергеева медицина ĕçченĕсем ял çыннисен нушисене лайăх ăнланаççĕ, йывăр вăхăтра вĕсен сывлăхне самайлатма пулăшаççĕ. Медицина ĕçченĕсем кунта чунне парса ĕçлеççĕ, çурта юсаса çĕнетес, çирĕплетес шухăш канăç памасть вĕсене. Çавăн пекех тухтăр çукки те чăрмав пулса тăрать. З.Семенова пĕтĕмĕшле практика врачĕ Энĕшпуçĕнчен килекен чирлĕ çынсене Пысăк Енккассинчи офисра йышăнать. 
Çак ял тăрăхĕнче 10 суту-илÿ вырăнĕ ĕçлет, шăрăх çанталăкра фонтан çынсене хăйĕн патне илĕртет. Автобус чарăнăвĕ çывăхĕнче кĕвĕ-юрă янăрать. Чăннипех те, пурăнас тесе пурăнаççĕ кунта. Апла пулсан яваплă çынсен ял малашлăхĕшĕн çине тăмаллах, пулăшмалла.
Информкун ыйтăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май информушкăн членĕсем халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçнисем тухăçлă иртнине, хумхантаракан пур ыйтусене те контроле илни çинчен каларĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА, Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика